News by date 24 March 2026
-
Типӗ апачӗ – маринадланă хӗрлӗ кăшман
Лайăх çунă кăшмана хатӗр пуличчен пӗçермелле. Сивӗнсен хуппине шуратмалла та пӗчӗк мар касăксем çине вакласа тарăн савăта хумалла.
-
Вӗрентекенсем çурт-йӗр тара илнӗшӗн çулсерен компенсаци илме пултараççӗ
Тутарстанра пурăнакан вӗрентекенсене кашни çул хваттер е çурт тара илнӗшӗн тӳленӗ укçана – çулталăкне 180 пин тенкӗ таран – тăвăрса пама пултараççӗ. Укçа-тенке регион бюджетӗнчен уйăраççӗ.
-
Ывăлӗсене çухатнă амăшӗсемпе тӗлпулусем иртеççӗ
«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗ тата «Ният» ыркăмăллăх фончӗ ятарлă çар операцийӗнче ывăлӗсене çухатнă хӗрарăмсене пулăшас тӗллевпе «Совместные встречи: Память Героям» проект пуçарнă. Ун шайӗнче тӗлпулусемпе мастер-классем иртеççӗ.
-
В.И.Ленин пурнăçӗпе интересленекенсене
Лекцие итлекенсене писатель Владимир Ильичăн юлашки çулӗсенчи архиври сăнӳкерчӗксене, Ульяновсен çемйин вăрттăнлăхӗсене, çамрăк Володя Ульянова пӗлнисен асаилӗвӗсене каласа парать
-
Тавах культурăшăн
Мартăн 25-мӗшӗнче Культура ӗçченӗсен кунӗнче çӗршывӗпех #СпасибоЗаКультуру акци иртет
-
Экологи акцине хутшăнакансем 100 ытла йывăç куçарса лартӗç
Хусанта «Зеленый десант» экологи проекчӗ хута кайнă. Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви (Росмолодежь) тӗрев панă пуçарăва Тутарстан Республикин Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви, Раççейри студентсен отрячӗсем тата Çамрăксен правительстви пулăшнипе çамрăк хастарсен команди пурнăçа кӗртет. Проект шайӗнче çамрăк йывăçсене касма пултаракан вырăнсенчен, тӗслӗхрен, электричество линийӗсемпе тата пăрăхсемпе юнашар ӳсекенскерсене, Атăлпа Кама заповедникӗн ятарлă хӳтӗлев зонине куçарӗç.
-
Чăваш пики Анастасия Иванова «Науруз гузеле – 2026» конкурсра «Мисс Хавхалану» номинацире çӗнтерчӗ
Иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанта республикăра пурăнакан тӗрӗк тата иран халăхӗсем «Науруз» уявне паллă турӗç. Вăл хальхинче те ипподромра иртрӗ.