Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Типӗ апачӗ – маринадланă хӗрлӗ кăшман

Лайăх çунă кăшмана хатӗр пуличчен пӗçермелле. Сивӗнсен хуппине шуратмалла та пӗчӗк мар касăксем çине вакласа тарăн савăта хумалла.

Кориандр, хмели-сунели, тăвар, сахăр песокӗ, йӳçӗ пăрăç, лавр çулçи, вӗтетнӗ ыхра сапса хутăштармалла. Уксуспа тип çăва малтан вилкăпа лайăх лăкамалла та кăшман çине ямалла. Тăрсан-тăрсан пăтраткаласа илсе 2 сехет лартмалла. Унтан çиме те юрать.

800 г хӗрлӗ кăшман, 3 кашăк тип çу, 2 шăл ыхра, 2 кашăк 6% уксус, 1 кашăк сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ кориандр, 1 чей кашăкӗ тăвар, 1 чей кашăкӗ хмели-сунели, çур чей кашăкӗ йӳçӗ (острый) пăрăç, кăштах кинза, 1 лавр çулçи, кăшт вӗтетнӗ хура пăрăç кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты постное меню