News by date 25 February 2026
-
Шупашкарсемпе хулаçырмисен туслă хоккей матчӗ 8:3 шутпа вӗçленнӗ
Асăннă матч февралӗн 22-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче иртнӗ. Матча Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене халалласа ирттернӗ.
-
Занятисенче инновациллӗ мультимодальлӗ технологипе усă кураççӗ
Федерацин Атăлçи округӗн «Ментальное здоровье» проекчӗ шайӗнче Ешӗлвар районӗнчи «Доверие» реабилитаци центрӗн кăнтăрлахи кану ушкăнӗнче тавралăхпа паллаштаракан занятисенче инновациллӗ мультимодальлӗ технологипе усă кураççӗ. Кун пирки ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Паттăрлăх урокӗсенче – çар ветеранӗсем
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн ТР «Пограничниксен пӗрлӗхӗ» регионти обществăлла организацин Аксу районӗнчи уйрăмӗн çар ветеранӗсем Савгачевăри, Емелькинăри тата Анат Тутар Майнинчи пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулсенче паттăрлăх урокӗсем ирттерчӗ.
-
Кăштах кулăш
Каччăпа хӗр кашни каçах тенӗ пек тӗл пулаççӗ. Пӗррехинче хӗрӗ тӗлпулăва хӗрлӗ куçсемпе килет. - Мӗн пулчӗ тата, чунăм, мӗншӗн макăратăн? - тӗлӗнсе ыйтать каччи. - Ăçтан макăрмăн кунта, тăвансем пурте пирӗн туя хирӗç. - Çав кăна-и? Ан татăл çав териех. Эпӗ авланма урăх хӗр тупăп.
-
Çураки пуçланиччен икӗ уйăх юлнă, техникăна юсамалла, май килнӗ таран çӗнетмелле
ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров çурхи ӗçсене хатӗрленни çинчен пӗлтернӗ. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин тата видеоконференци çыхăнăвӗпе республикăри мӗн пур муниципаллă район хутшăннă.
-
Пушкин карттипе Хусанта 55 пин ытла билет туяннă
Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакан çамрăксем 2025 çулта спектакльсене, концертсене, киносеанссене тата ытти культура мероприятийӗсене кайма «Пушкин карттипе» усă курса 56,7 пин билет туяннă. Кун валли правительство 29 миллион та 908 пин тенкӗ уйăрнă, тесе пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби.
-
Иртнӗ эрнере 13 пине яхăн çын чирленӗ
Республикăра февралӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 22-мӗшӗччен гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 12 897 тӗслӗхе шута илнӗ. Кун пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.