Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паттăрлăх урокӗсенче – çар ветеранӗсем

Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн ТР «Пограничниксен пӗрлӗхӗ» регионти обществăлла организацин Аксу районӗнчи уйрăмӗн çар ветеранӗсем Савгачевăри, Емелькинăри тата Анат Тутар Майнинчи пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулсенче паттăрлăх урокӗсем ирттерчӗ.

 

 

Унта Юрий Степанов, Андрей Андреев,  Степан Гаврилов, Игорь Михайлов, Николай Ефремов, Павел Крюков, Анатолий Охотников, Анатолий Васильев, Анатолий Скворцов, Флен Зайнуллин, Павел Ильин хутшăнчӗç.

Чăннипе, хастарлăх урокӗсем йăлари хăнăхнă урок пек мар, çамрӑксен чӗринче патриотизм хӗлхемӗ çутакан мероприяти пулса тăчӗç! Эпир паттӑр мӑн асаттесен асне упратпӑр, çавăнпа та шкул ачисене Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн хӳтӗлевçи пулма пиçӗхтеретпӗр.

Савгачево шкулӗнче «Атьăр-ха, каччӑсем!» конкурс, çулсерен февралӗн 23-тӗлне йӗркелекен уяв программи хатӗрленӗ. Пограничниксенчен тăракан жюри конкурса хутшăннисен кашни утăмне, кашни хусканăвне асăрхаса ӗлкӗрчӗ, тӗрӗс хакласа тивӗçлӗ балл лартрӗ.

Кун пек мероприятисен тӗллевӗсем çутă, ырă, пысăк. Вӗсен максимум-программи: шкул ачисенче патриотизм туйăмне ӳстересси; сывлӑха, вӑя пиçӗхтересси;  ачасене командăпа выляма хăнăхтарасси. Вут-çулӑм программи: спорт баттлӗсем; чӑнкӑ конкурссем; интеллект викторинисем.

‎ Каччӑсем командӑн пӗрлӗхне, хӑватне, çаврӑнӑçулӑхне, тавçӑрулӑхне кӑтартрӗç.

***

Емелькино шкулӗнче паттăрлăх урокӗ февралӗн 18-мӗшӗнче иртрӗ. Тӗрлӗ çарсенче хӗсметре тăнă сумлă хӳтӗлевçӗсемпе тӗл пулни ачасен асӗнче пысăк та тарăн йӗр хăварчӗ. Вӗренекенсем «гражданла тивӗç» пушă сăмах пулманнине çар ветеранӗсем каласа панинчен ăнланса илчӗç, паттăрлăх хуть хăçан та актуаллă пулнине пӗлчӗç.

Хăнасем çапăçусенче кăтартнă паттăрлăх çинчен çеç мар, вăрçăри йывăрлăхсем çинчен те пытармасăр каласа пачӗç. Çамрăк ăру çак çынсене тата ытларах хисеплени, Тăван çӗршывпа мăнаçланни курăнчӗ куçӗсенче. Паттăр пулма алла хӗç-пăшал тытни çеç мар, чӗререн Тăван çӗре юратни кирлӗ иккен. Акă мӗн пӗлчӗç вӗсем. Шкул директорӗ Алексей Никитин музейри экспонатсемпе паллаштарчӗ, ачасем Калашников автоматне пысăк хăвăртлăхпа салатса пуçтарма пултарнине кăтартрӗç.

Илемлӗ пултарулăх номрӗсемсӗр уяв пулать-и? Паллах, программăра концерт номерӗсем те пулчӗç. «Свирелька» ансамбль хăйӗн пултарулăхӗпе тӗлпулăва илем кӳчӗ.

Юрий СТЕПАНОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество