Пушкин карттипе Хусанта  55 пин ытла билет туяннă
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкин карттипе Хусанта 55 пин ытла билет туяннă

Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакан çамрăксем 2025 çулта спектакльсене, концертсене, киносеанссене тата ытти культура мероприятийӗсене кайма «Пушкин карттипе» усă курса 56,7 пин билет туяннă. Кун валли правительство 29 миллион та 908 пин тенкӗ уйăрнă, тесе пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби.

«Çемье» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçланакан программа 14 çултан пуçласа 22 çулчченхи çамрăксене культура мероприятийӗсене патшалăх шучӗпе çӳреме май пур.  Кашни çулах карта çине 5 пин тенкӗ куçарса параççӗ. Программа 2021 çултанпа ӗçлет.  


Пушкинская карта нац проект

Нет комментариев