Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарсемпе хулаçырмисен туслă хоккей матчӗ 8:3 шутпа вӗçленнӗ

Асăннă матч февралӗн 22-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче иртнӗ. Матча Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене халалласа ирттернӗ.

Шупашкарсемпе хулаçырмисен туслă матчӗ тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ умӗн иртнӗ

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче ял уявне хӗлле ирттересси йăлара. Тӗп сăлтавӗсенчен пӗри – хоккей вăййи. Çак спорт тӗсӗ ку ялта пысăк чысра. Миçе ăрăва ӳстермен-ши вăл? Уроксем тата килте ашшӗ-амăш хушнă тивӗçсене туса пӗтернӗ хыççăн ку ял ачи-пăчи алла клюшка тытать те каток çине чупать. Хоккейла чăн-чăн арçынсем кăна выляççӗ текен юрă та пур. Çак каларăш хăйне май ачасемпе çамрăксен воспитанине пысăк витӗм кӳрет. Спорт вăл – ăмăрту, характер, çирӗп кăмăл, команда пӗрлӗхӗ. Хоккей вылякансенче ку тӳрех сисӗнет, ыттисенчен раснарах вӗсем.

Хоккей матчӗ çуллен ял уявӗн кульминацийӗ пулнă. Анчах ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа хулаçырмисем ял уявне ирттермен. Çавна май хоккей ăмăртăвне уйрăммăн ирттерме шухăш çуралнă та. Ял ачи-пăчи выляма пăрахман, паллах, анчах унчченхи пек анлă матчсем иртмен. Çак ялта çуралса ӳснӗ, Шупашкарти «Тус» строительство компанин генеральнăй директорӗ, ыркăмăллăхçă Николай Угаслов пӗлтӗрех регионсен хушшинчи шайра матч ирттерме шухăш тытнă, кăçал çавна пурнăçланă. Шел те, хăй килеймен. «Тус» хоккей командине унăн пулăшуçи, çак ялтан тухнă Петр Алексеевич Кадуков, ЧР тава тивӗçлӗ  строителӗ, илсе килнӗ. Вăлах «Городище» хоккей командин капитанӗпе Анатолий Никитинпа пулас матч пирки калаçса татăлнă. Хулаçырмисем енчен шăпах «Городище» команда пăр çине тухнă. Калас пулать, ку командăна ялтан Ульяновска куçса кайнисем йӗркеленӗ. Паян вӗсем тӗрлӗ шайри спорт ăмăртăвӗсенче ял ятне çӗклеççӗ.

Асăннă матч февралӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Ял кунне тунсăхланă хулаçырмисем ун программине анлăлатма шутланă. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Марина Арифуллова та ку шухăша ырласа йышăннă. Матч Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ умӗн иртнине палăртса хăй енчен мероприятие çак уявпа çыхăнтарма сӗннӗ.  Уяв программи ялти Культура керменӗнче пуçланнă.

Ко Дню Защитника Отечества в селе Городище Дрожжановского района прошли мероприятия

Мероприятие уçнă çӗре Çӗпрел районӗн Ӗçтăвком председателӗн социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Айрат Залялов килнӗ. Хăй сăмахӗнче вăл Çӗпрелӗнчен СВОна 300 ытла çын кайнине палăртнă. «Паян эпир СВО пуçланнăранпа çар задачисене пурнăçлакансен ашшӗ-амăшӗсене тав тăватпăр. Çӗнтерӳ фронтра кăна мар, тылра та туптаннине лайăх пӗлетпӗр. Пысăк тав сăмахӗсем паян атьсене пулăшма тăрăшакан волонтерсене калас килет. Сиртен кашни пулас çӗнтерӗве пысăк тӳпе кӗртет», – тенӗ Айрат Залялов. Çакăн хыççăн Петр Кадуков волонтерсене Николай Угаслов ятӗнчен футболкăсем парнеленӗ.

Волонтерсем чăн та паян питӗ пысăк ӗç туса пыраççӗ. Вӗсем хăйсем шутламасăрах çамрăк ăрăва патриотизмла тӗслӗх панине те палăртса хăвармалла.

Ко Дню Защитника Отечества в селе Городище Дрожжановского района прошли мероприятия

Сăмах калакансен шутӗнче ял хутлăх пуçлăхӗ Марина Арифуллова, ял библиотекин заведующийӗ Елена Кириллова пулнă. Елена Владимировна волонтерсен ертӳçи те. Пуçтарăннă халăха вăл çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнă.  Унсăр пуçне вӗсем хăйсем фронт валли хатӗрлекен япаласен – масксетьсен, окоп çуртисен, ăшă чăлхасен анлă куравӗ хатӗрленӗ.  

Ко Дню Защитника Отечества в селе Городище Дрожжановского района прошли мероприятия

Паллă ӗнтӗ, ялта пӗр мероприяти те шкулпа ача сачӗн коллективӗсем хутшăнмасăр иртмест. Шкул ачисем литмонтаж хатӗрлесе Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен ячӗпе сăвăсем вуланă, юрăсем юрланă. Ку питӗ хумхануллă самант пулнине район ертӳлӗхӗ те палăртмасăр хăварман.  

Елена Мутина ертсе пыракан ача сачӗн коллективӗ клуб ӗçченӗсемпе пӗрле Çăварни сӗтелӗ хатӗрленӗ. Пӗр çын та икерчӗпе вӗри чейпе сăйланмасăр кайман. Урамра каярах Çăварни уявӗ иртнӗ. Ку пайшăн клуб заведующийӗ Ольга Портновапа илемлӗ пултарулăх ертӳçи Клара Портнова яваплă пулнă.

Ко Дню Защитника Отечества в селе Городище Дрожжановского района прошли мероприятия

Мероприятин кульминацийӗ – хоккей матчӗ. Ун историйӗпе   аталанăвӗ тӳреммӗнех Александр Николаевич Бушуев ячӗпе çыхăннă. Чулхула вырăсӗ распределенипе аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн ку ялти шкула физкультура вӗрентекенӗ пулса килнӗ. Хоккей йӗркелесе янă. Унтан вăл нумай çулсем хушши шкул директорӗ пулса ӗçленӗ. Халӗ тивӗçлӗ канура. Паян çак ӗçе ОБЖ вӗрентекенӗ Валентин Петрович Маняков илсе пырать, ача-пăча спорт шкулӗн ертӳçи те вăл. Ялта хоккей спорчӗ малалла аталантăр тесе нумай тăрăшать. Хоккей площадкине те ак тытса тăма çăмăл мар. Шкул директорӗ Надежда Мокшина каланă тăрăх, кăçал юр нумай çуни ӗçе пушшех йывăрлатнă. Çапах аптраса тăман, йăлт вăхăтлă туса çитернӗ. Катока хатӗрлес ӗçе Валентин Маняков йӗркеленӗ, унăн тӗп пулăшуçи шкулта хуçалăх ӗçӗсене туса пыракан Алексей Гордеев пулнă. «Валентин Петрович чунтан парăнса хăй ӗçне пурнăçлать. Халь ачасем сахалланса пыраççӗ те ку спорт тӗсне тытса пыма çăмăл мар. Ак юр нумай çунă чух аслăраххисем тренировкăсене район центрӗнчи аренăна çӳрерӗç. Кӗçӗнреххисен вăйӗ çитмест катока тасатма пулăшма. Пирӗн вара мӗнле пулсан та ялта хоккея упраса хăвармаллах. Пысăк тав Валентин Петровича çак ӗçе туса пынăшăн. Алексей Гордеева та тав тăвас килет. Вăл катока хатӗрленӗ çӗре те хутшăнать, ваннă техникăна та юсаять, – тет Надежда Мокшина. – Валентин Петрович ыйтнипе Алексей Маняков, Владимир Матросов, Валерий Храмов хăйсен таркторӗсемпе килсе юра тӗрттерсе тасатрӗç. Рамис Арифуллов  та çемйипе килсе пулăшрӗ. Ильмир Исхаков каток патне шыв тăсма çӗнӗ рукав илсе пачӗ. Ӗçӗ шкул ачисене те, ял çыннисене те çитрӗ. Пурне те тав».   

Ко Дню Защитника Отечества в селе Городище Дрожжановского района прошли мероприятия

Каток пахалăхне «Тус» команда та пысăк хак панă. Хулари чаплă аренăсенче вылякансем ял арени те тивӗçлӗ шайра пулнине палăртнă. Туслă матч, çапла палăртнă ăна командăсем, хӗрӳ иртнӗ, вăл 8:3 шутпа шупашкарсемшӗн ăнăçлă вӗçленнӗ. Анчах «Городище» пӗрре те кулянман. Чи кирли – матч ниме пăхмасăр иртни тата тăван ял-йышпа пӗрле пулни. Матча курма çынсем ялсенчен кăна мар, Ульяновск хулинчен те йышлăн килнӗ.

Кайран пурте ялти шкул столовăйӗнче вӗри апатпа чей ӗçсе сăйланнă. Хăнасен сăмахӗпе, кун пек вӗсене сахал ăçта кӗтсе илеççӗ, кӗреке сӗтелӗ туйри пек тесе хак панă вӗсем шкул коллективӗн пӗрлехи  ӗçне.

Ирина ГОРДЕЕВА.     

Олег Мелкин тата https://chuprale-online.ru сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт