Иртнӗ эрнере 13 пине яхăн çын чирленӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ эрнере 13 пине яхăн çын чирленӗ

Республикăра февралӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 22-мӗшӗччен гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 12 897 тӗслӗхе шута илнӗ. Кун пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Çулталăк пуçламăшӗнчипе танлаштарсан гриппа чирлекенсен шучӗ самай чакнă, унăн тӳпи 26,6 процент кăна юлнă.  Роспотребнадзор пӗлтернӗ тăрăх, чирлекенсен халь уйрăмах ОРВИпе чирлеççӗ. Чир çăмăл иртет, больницăна выртмалла мар.

Лару-тăру лăпкă пулсан та  тухтăрсем профилактика мерисем пирки аса илтереççӗ:

– алăсене супăньпе çумалла;

– офиссенче тата килте сывлăша уçăлтармалла;

–  чирлесен килте юлмалла, тухтăра чӗнтермелле.


роспотребнадзор грипп

Нет комментариев