Занятисенче инновациллӗ мультимодальлӗ технологипе усă кураççӗ
Федерацин Атăлçи округӗн «Ментальное здоровье» проекчӗ шайӗнче Ешӗлвар районӗнчи «Доверие» реабилитаци центрӗн кăнтăрлахи кану ушкăнӗнче тавралăхпа паллаштаракан занятисенче инновациллӗ мультимодальлӗ технологипе усă кураççӗ. Кун пирки ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Ачасене чӗрчунсене сăнран тата сасăран уйăрма кăна мар, вӗсем мӗнпе апатланни, вӗсене мӗнле пăхмалли çинчен каласа параççӗ. Занятире ачасем вăйă мелӗпе практика заданийӗсене пурнăçлаççӗ – выляса сурăх çăм илеççӗ, ӗне сăваççӗ, лаша çитереççӗ, çăмарта пуçтараççӗ.
Çак мультимодальлӗ меслет занятие интереслӗ те асра юлмалла тăвать, ачасене материала лайăхрах ăнланма тата практика хăнăхăвӗсене аталантарма пулăшать.
«Ментальное здоровье» проекта РФ Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров пуçарса янă.
ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев