Çураки пуçланиччен икӗ уйăх юлнă, техникăна юсамалла, май килнӗ таран çӗнетмелле
ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров çурхи ӗçсене хатӗрленни çинчен пӗлтернӗ. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин тата видеоконференци çыхăнăвӗпе республикăри мӗн пур муниципаллă район хутшăннă.
485 гектарта акнă кӗрхи культурăсенчен 480 пин гектарӗ ăнăçлă хӗл каçннă, ку пӗтӗм калчасен 98 проценчӗ. 2026 çулхи тухăç валли 300 пин тонна вăрлăх хатӗр, ку кирлинчен 20 процент нумайрах. 210 пин тонна вăрлăх пахалăхне тӗрӗсленӗ, ку кирлӗ хисепӗн 85 проценчӗ. Россельхозцентр вăрлăха тӗрӗслес ӗçе малалла тăсать.
Çавăн пекех туяннă вăрлăха та мониторинг туса пыраççӗ. Хальлӗхе вӗсем куккуруза вăрлăхӗн 65 процентне туянма килӗшӳ тунă, анчах хальлӗхе палăртнинчен 24 процентне çеç илнӗ. Хӗвелçаврăнăшпа лару-тăру кăшт япăхрах: 46% калаçса татăлнă, 10% кăна илсе килнӗ. Сахăр кăшманӗпе ӗçсем аванрах: 70% калаçса татăлнă, анчах хальлӗхе 10% кăна кӳнӗ.
Хуçалăхсен тата агрохолдингсен ертӳçисемпе калаçнă май Марат Зяббаров лайăх тухăç пухса кӗртес тесен пахалăхлă вăрлăх суйламаллине, минераллă удобренисемпе усă курмаллине аса илтернӗ. Хальлӗхе удобрени туянма пăрахмаççӗ.
Халӗ техникăна çурхи ӗçсене хатӗрлесси тӗп тӗллев пулса тăрать. Февралӗн 20-мӗш тӗлне ял хуçалăх техники çапла хатӗр: тракторсем – 86%, сеялкăсем – 92%, ака комплексӗсем – 80%, тăпрана тирпейлекен агрегатсем – 90%. Техникăна юсама 2,8 миллиард тенкӗлӗх запас пайӗсем туяннă, çакă кирлӗ калăпăшăн 84 проценчӗпе танлашать.
Кадр ыйтăвӗ те çивӗч. Хăш-пӗр районсем ăна кашни çулах çынсене çӗнӗ профессие вӗрентсе татса параççӗ. Арск районӗнчи хуçалăхсем вырăнти агроколледжра 15 çынна тракторпа тата ытти техникăпа ӗçлеме вӗрентнӗ. Актаныш, Кукмор, Саба, Çарăмсан тата ытти районсем те çак меслетпе усă кураççӗ. Министр сăмахӗсемпе аслă курсри студентсене сезонлă ӗçе явăçтармалла, анчах ӗçлеме лайăх условисем пулмасан çынсене çак отрасле явăçтарма йывăр пулать.
«Çурхи уй-хир ӗçӗсем пуçланиччен вăхăт икӗ уйăхран сахалрах юлчӗ. Çак вăхăтра парка хатӗрлеме, май килнӗ таран ăна çӗнетмелле. Хальхи технологисемпе усă курмасăр пысăк тухăçлăх илме май çук», – тенӗ министр.
Техника юсавне мартăн 15-мӗш тӗлне вӗçлеме тӗллев лартнине те пӗлтернӗ вăл. Мартăн 23-мӗшӗнчен пуçласа 27-мӗшӗччен хуçалăхсене çурхи уй-хир ӗçӗсене хатӗррине тӗрӗслӗç.
Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев