News by date 25 December 2023
-
Хусанта пурăнакансемпе хула хăнисене пӗлсе тăма!
Уяв кунӗсенче декабрӗн 31-мӗшӗнчен январӗн 8-мӗшчен Хусанти поликлиникăсем кашни кун пациентсене йышăнаççӗ
-
Л.Моромов: «Манăн вӗренмелле те вӗренмелле»
«Синяя птица» телеконкурсра Тутарстан сӗрмекупăсçи Лука Моромов пурне те çӗнтерсе Гран-при, 1 миллион тенкӗ преми илме тивӗçнӗ
-
ТР Раисӗ Рустам Минниханов тутарстансене патшалăх наградисемпе чысларӗ
Патшалăх наградисене тивӗçнисен хушшинче чăвашсем те пулни уйрăмах савăнтарать. Кăçал республика ертӳçин аллинчен чи пысăк наградăсене илме ӗç ветеранӗ Анатолий Самаренкин тата «Татавтодорăн» уйрăм пуçлăхӗ Сергей Порфирьев пулчӗç.
-
Юр çӗрлеччен чарăнмасть-ха
Хусан паян юр айӗнче. Декабрӗн 24-мӗшӗнче каçхине пуçланнă юр халӗ те чарăнмасть-ха. Çул-йӗр службисем ӗнерхи каçранпа вăйлатнă режимпа ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра çулсене 415 единица техника тата 657 çын тасатать. Апла пулин те хулари урамсенче юра тасатса ӗлкӗрме çук, вырăн-вырăнпа пробкăсем 9 балл таранах.
-
Пӗр эрнере 150 ӳсӗр водителе тытса чарнă
Иртнӗ эрнере кăна автоинспекторсем республикăра пурӗ 153 ӳсӗр водителе тытса чарнă. Вӗсенчен 12-шӗ иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнисем, çапла пӗлтерет «Татар-информ» ИА Патшалăх автоинспекцийӗн хыпарӗ çине таянса.
-
Доноры АО «Транснефть — Прикамье» сдали почти 25 литров крови
Сотрудники АО «Транснефть — Прикамье» приняли участие в акции по сдаче донорской крови в г. Казани. Всего собрано почти 25 литров биоматериала.
-
Халах календарĕ
• Раштав уйăхӗн 25-мӗшӗ — Спиридон. Çак кун çанталăк мӗнле, кăрлачăн 14-мӗшӗнче те çапла пулать. Ирхине ăмăр, çумăрлă çанталăк пулсан çуркунне ир килет тата ăшă пулать.
-
Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III-20.IV Çивӗч ыйтусене пурне те татса пама çук çак кунсенче, анчах алă усса ларма кирлӗ мар. Юнкун пысăк пӗлтерӗшлӗ хыпар илетӗр. Çитӗнӳсемпе çырлахса лăпланма ир, малалла талпăнăр.