Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Л.Моромов: «Манăн вӗренмелле те вӗренмелле»

«Синяя птица» телеконкурсра Тутарстан сӗрмекупăсçи Лука Моромов пурне те çӗнтерсе Гран-при, 1 миллион тенкӗ преми илме тивӗçнӗ


«Синяя птица» телеконкурсра Тутарстан сӗрмекупăсçи Лука Моромов пурне те çӗнтерсе Гран-при, 1 миллион тенкӗ преми илме тивӗçнӗ


«Россия-1» телеканалăн пултаруллă çамрăксем валли йӗркеленӗ «Синяя птица» конкурсра Лука Моромов декабрӗн 10-мӗшӗнче Тутарстан ятӗнчен хутшăннă. Финала кам тухассине кураансен сассисене шутласа палăртнă. Лука Антонио Вивальдин «Времена года» ярăмӗнчен «Гроза» пьесине каланă. Вăл сцена çинче пуринчен те вăйлăрах, пултаруллăрах пулнипе пӗр саслăн, Гран-при пама йышăннă. Паллă музыкант Юрий Башмет ачана хăйӗнчен парне — карçынккапа кушак çури панă. 


8 çулти ача çавăн пек паллă конкурсра çӗнтернишӗн чăннипех савăнмалла, ăна вӗрентекен çынсене мухтамалла. Паллах, пуринчен ытла ашшӗпе амăшне ырламалла. 


Лука Моромов 5 çултан сӗрме купăс калать. Унăн вӗрентекенӗ Игорь ‎Лерман — камерлă оркестрăн илемлӗх ертӳçи. 


Ачан ашшӗпе амăшӗ Евгенийпе Екатерина Моромовсем Çырчалли çывăхӗнчи Аслă Шильна поселокӗнче пурăнаççӗ. Çемьере юрату, ăнлану, телей хуçаланать. Лука пӗчӗкрен ашшӗпе арçын ӗçӗсене хăнăхнă , уйрăмах мăлатукпа пăта çапма килӗшнӗ ăна, амăшӗнчен музыкăна юратма вӗреннӗ. Екатерина сӗрмекупăсçă, ывăлӗ пӗчӗкрен хӗлӗхсемпе, сӗркӗчпе интересленнинчен тӗлӗнмелле те мар, ун чух вăл сӗрмекупăс калама вӗренмен те-ха. . Çемьере иккӗмӗш ача çуралнă. Евдокия кăшт ӳссенех пиччӗшӗн аккомпаниаторӗ пулса тăнă: Лука сӗрме купăспа, вăл — фортпианопа. 


8 çулхи ачашăн Лука шухăшлавӗ çитӗннӗ çынăнни пек — питӗ тӗрӗс, виçеллӗ сăмахӗсем. Вăл лайăх сӗрмекупăсçă пулма ӗмӗтленет: «Манăн вӗренмелле те вӗренмелле», — тет каçса кайса ырлакансене. Гран-при çӗнсе илнипе «шутланине пурнăçларăм» тесе лăпланмасть, малалллах ăнтăлать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура