Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пурăнакансемпе хула хăнисене пӗлсе тăма!

Уяв кунӗсенче декабрӗн 31-мӗшӗнчен январӗн 8-мӗшчен Хусанти поликлиникăсем кашни кун пациентсене йышăнаççӗ


Уяв кунӗсенче декабрӗн 31-мӗшӗнчен январӗн 8-мӗшчен Хусанти поликлиникăсем кашни кун пациентсене йышăнаççӗ

Январӗн 2,4,6-мӗшсенче поликлиникăсем вăйлатнă режимпа ӗçлеççӗ — ытти кунсенче дежурствăпа терапевтсем йышăнаççӗ-тӗк, çак кунсенче хирургсем, неврологсем, окулистсем пациентсене йышăнаççӗ. Çакăн çинчен «ӗçлӗ тунтикун» ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ, Хусанти сывлăх сыхлав управленийӗн пуçлăхӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ. 


Грипп, ОРВИ чирӗсемпе аптракансен йышӗ ӳссен аслисен те, ача-пăча поликлиникисем те 8.00-18.00 сехет ӗçлеççӗ. 


Уяв кунӗсенче рентген кабинечӗсем, лаборатори, травматологи уйрăмӗсем ӗçлеççӗ. Вăраха ямасăр медицина пулăшăвӗ паракан кабинетсем те сыхă тăраççӗ. 


Травматологи пунктчӗсем пациент ăçта пурăннине шута илмесӗр пӗрремӗш пулăшу пама хатӗр пулӗç. 


Поликлиникăсен çумӗнчи хӗрарăмсен консультацийӗсем поликлиника графикипе ӗçлеççӗ. Ача çураттаракан çуртсем, стаионарсем талăкӗ-талăкӗпех ӗçлеççӗ.


Стоматологи поликлиники Чернышевский урамӗ, 10/6 çурт адреспа декабрӗн 31-мӗшӗнче 8.00-18.00; январӗн 1 — 8-мӗшсенче 9.00 — 16.00 сехетсенче ӗçлет. 


«Кремль елки», «Республика елки», хула, район елкисем иртекен вырăнта медицина ӗçченӗсем пулаççӗ.


Сăнӳкерчӗк "Татар-информ"ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье