Пӗр эрнере 150 ӳсӗр водителе тытса чарнă
Иртнӗ эрнере кăна автоинспекторсем республикăра пурӗ 153 ӳсӗр водителе тытса чарнă. Вӗсенчен 12-шӗ иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнисем, çапла пӗлтерет «Татар-информ» ИА Патшалăх автоинспекцийӗн хыпарӗ çине таянса.
Патшалăх автоинспекцийӗ тепӗр хут аса илтерет: ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе 1,5 — 2 çула водитель прависӗр хăвараççӗ. Кун хыççăн та ӳсӗрле машина çӳретсен вара 2 çула ирӗкрен хăтарнисӗр пуçне 3 çула должность йышăнма ку е вăл ӗçпе ӗçлеме чараççӗ.
ĂÇТА ВАСКАТПĂР-ШИ?
Декабрӗн 23-мӗшӗнче çӗрле Анат Камăра пулнă çул-йӗр инкекӗнче, шел те, каллех пӗр çынна çухатрăмăр. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан Infiniti водителӗ сасартăк машинине итлеттерейменнипе çул хӗрринче ларакан Howo тиевлӗ машина çине çитсе çапăннă. Çăмăл машинăн 50-ри пассажирӗ вырăнтах вилсе кайнă.
***
Декабрӗн 15-мӗшӗнче Хусанти авари харăсах икӗ пӗртăван çамрăкăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Инкек уйăх каялла кăна водитель правине илнӗ 18-ти каччăн айăпӗпе пулнă.
Арендăна илнӗ Wolksvagen Polo машинăпа пыраканскер вăл Сибгат Хаким урамӗнче светофор хӗрлӗ çуннине пăхмасăр малаллах вӗçтернӗ. Çав вăхăтра çул урлă каçакан 18 тата 21 çулсенчи икӗ пӗртăван качча çапса хăварнă. Кӗçӗнни çав кунах больницăра çӗрле вилсе кайнă, аслин пурнăçӗшӗн тухтăрсем темиçе кун кӗрешсен те çăлса
хăварайман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев