Халах календарĕ
• Раштав уйăхӗн 25-мӗшӗ — Спиридон. Çак кун çанталăк мӗнле, кăрлачăн 14-мӗшӗнче те çапла пулать. Ирхине ăмăр, çумăрлă çанталăк пулсан çуркунне ир килет тата ăшă пулать.
• Раштав уйăхӗн 26-мӗшӗ — Евстрат. Çак кун мӗнле, кăрлач уйăхӗ те çапла. Кашкăрсемпе йытăсем çуртсен çывăхӗнче улани — сивӗтессе.
• Раштав уйăхӗн 27-мӗшӗ — Филимон. Ку кун хӗвеллӗ-тӗк — нарăс уйăхӗ сивӗ те уяр пулать. Йывăçсене пас тытнă — эппин кӗçех юр çăвать.
• Раштав уйăхӗн 28-мӗшӗ — Трифон. Пуш уйăхӗ епле пуласса кăтартакан кун. Сивӗ пулсан, юр çусан çитес çул тырпул ăнса пулать. Каçхи тӳпере çăлтăрсем яланхинчен вăйлăрах çутатаççӗ-тӗк — çуркунне кая юлса килет.
• Раштав уйăхӗн 29-мӗшӗ — Агей. Çак кун мӗнле — ака уйăхӗ те çапла. Ирпе уяр та сивӗ — çуркунне ир килет. Çил-тăман вӗçтерет-тӗк — хӗл вăрăма тăсăлать тата нумай юрлă пулать.
• Раштав уйăхӗн 30-мӗшӗ — Даниил. Çил-тăманлă пулни — çулла пыл нумай пуласса. Çу уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартакан кун.
• Раштав уйăхӗн 31-мӗшӗ — Модест. Çак кун çине пăхса çӗртме уйăхӗ епле пулассине пӗлме пулать. Çулталăкăн юлашки кунӗ уяр та типӗ пулсан хӗлле ăшă пулать, çуркунне ир килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев