Юр çӗрлеччен чарăнмасть-ха
Хусан паян юр айӗнче. Декабрӗн 24-мӗшӗнче каçхине пуçланнă юр халӗ те чарăнмасть-ха. Çул-йӗр службисем ӗнерхи каçранпа вăйлатнă режимпа ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра çулсене 415 единица техника тата 657 çын тасатать. Апла пулин те хулари урамсенче юра тасатса ӗлкӗрме çук, вырăн-вырăнпа пробкăсем 9 балл таранах.
Çӗрӗпе хулари çулсем çинчен кăна 2,5 пин тонна юр кăларнă. ТР Гидрометцентр пӗлтернӗ тăрăх, 24-мӗшӗнче каçран пуçласа ирччен 11 мм юр çума ӗлкӗрнӗ. Декабрь пуçламăшӗнченпе вара пӗтӗмпе – 42,2 мм. Апла-тăк уйăхлăх нормăн 84 проценчӗ чухлӗ ку.
Çул-йӗр служби юра тасатнисӗр пуçне пăрлакланасран ятарлă хатӗрсем сапса пырать. Аслă çулсем çинче кăна виçӗ хутчен реагент сапма тивнӗ кӗçӗр. Каçхине 21 сехетрен пуçласа ирхине 7 сехетчен пурӗ 403 тонна реагент, 736 тонна хăйăрпа тăвар сапнă. Çӗрлехи сменăра пӗтӗмпе 263 техника юр тасатма тухнă.
Синоптиксем юр декабрӗн 25-мӗшӗнче çӗрлеччен çăвасса систереççӗ, çавăнпа çул-йӗр службисем паян кунӗпех вăйлатнă режимпа ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра çулсене 415 единица техника тата 657 çын тасатать. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – транспорт çӳремешкӗн çулсене тасатса пăралакран ятарлă хатӗрсем сапасси тата тротуарсемпе чарăнусене юртан тасатасси. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев