Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III-20.IV Çивӗч ыйтусене пурне те татса пама çук çак кунсенче, анчах алă усса ларма кирлӗ мар. Юнкун пысăк пӗлтерӗшлӗ хыпар илетӗр. Çитӗнӳсемпе çырлахса лăпланма ир, малалла талпăнăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Çӗнӗ ӗçсем, проектсем, сӗнӳсем вăхăтра килсе тăраççӗ. Социаллă пусмапа çӳлерех хăпарма май пулать. Ытларикун пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăнăва пӗччен тумалла мар. Кӗçнерникун кӳренӳсене каçарса çӗнӗ ӗçсем çинчен шутламалла. Вырсарникун кӗтмен çӗртен тусăрсем йăтăнса килӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Эрнене кăмăллă лару-тăрура, чуна çывăх çынсемпе ирттеретӗр. Шутланисем пӗчӗккӗн пурнăçа кӗрсе пыраççӗ, ӗç пысăк шалупа савăнтарать. Пуçаруллă, хастар пулни сире çӗнтерӳçӗ пулса юлма пулăшать. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем.

РАК 22.VI-22.VII

Çывăх çыннăрсемпе ытти чухнехинчен çемçерех пулмалла. Ытларикун çӗнӗ проектсем пуçлама та, сипленме те меллӗ. Пурнăçăрта çӗнӗ тапхăр пуçланать, ӗçре нихăçанхинчен ытла вăй хума тивет. Çакă карьера тума пулăшать. Эрнекун ӗмӗтӗрсем пурнăçланаççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Тивӗçӗрсем çинчен ан манăр. Çывăх çыннăрсемпе ăшшăнрах пулăр, тарăхнине вӗсем çине кăлармалла мар. Кӗçнерникун карьерăпа çыхăннă ӗçсене çăмăллăн пурнăçлатăр. Эрнекун ӗçлӗ хутсене алă пуснă чух асăрханăр.

ХӖР 23.VIII-22.IX

Тунтикун ӗçлӗ тӗлпулу савăнтарать сире. Ытларикун пустуй калаçса вăхăтăра сая яни çеç. Кӗçнерникун тумалли ӗçсене малтан шутласа хуни усăсăр, пурпӗрех экспромтпа ӗçлеме тивет. Эрнекун, шăматкун кутăнлашни çемьери килӗшӗве пӗтерет.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Ӗçре темӗнле тăрăшса вăй хурсан та çакăн усси курăнмасть. Апла пулин те карьера тума шанăç пур. Çак кунсенче пурăнмалли вырăнпа çыхăннă ыйтусене ăнăçлăн татса пама тӳр килет. Кӗçнерникун харкам пурнăçра васкаса тунă йышăнушăн ӳкӗнме тивӗ.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Вăйлă çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват пӗр вырăнта ларма памасть. Мӗн-тӗр йӗркелемелле-тӗк çак кунсенче сире çеç шанмалла, пуринчен лайăх йӗркелӗр. Халь пурте сирӗн пултарулăхăра асăрхаса ырлаççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Шăпа паллăсем парса систерет халь, асăрхăр çеç вӗсене. Хăрушлăх çинчен асăрхаттарать-и, ăнăçу пуласса шантарать-и — пӗр хăвăр çеç ăнкарса илӗр. Юнкун çынна сивӗ сăмах каласран асăрханăр. Эрнекун пуçӗпех ӗçе «путмалла», çапла туни сире элексенчен çăлса хăварӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Хăвăр çинчен аса илме вăхăт çитнӗ. Ӗçре те, харкам пурнăçра та ырă вăхăт. Анчах хăпартланса кайса хăвăр çине нумай ан илӗр, ӗçе вӗçлеме халăр çитмӗ. Пуçлăхран аяккарах пулма тăрăшăр. Эрнекун ӗçре çитӗнӳ тăватăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Эрне ӗçпе хӗвӗшсех иртет. Кӗçнерникун иртекен çула пӗтӗмлетме лайăх. Пуçланă ӗçсене çак кун тӗлне вӗçлеме тăрăшăр. Ӗçрен ирӗклӗ вăхăтра кил-çуртăра хăтлăх кӗртӗр, интерьерне улăштарăр. Канмалли кунсенче ачасемпе килти чӗрчунсене тимлемелле.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Халь пулса иртекен ӗçсем сирӗн тавра çаврăнаççӗ тейӗн. Хуть мӗнле ушкăнра та сирӗнпе хаваслăрах, интереслӗрех. Тахçантанпа хумхантаракан ыйтăва ăнăçлăн татса паратăр. Творчествăри пултарулăхăра, ӗçри тавçăрулăхăра малалла аталантарăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп