News by date 30 September 2024
-
Куçман пурлăха сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яваççӗ
Ватă çынсен декади пуçланнă май ыран, октябрӗн 1-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Росреестрпа Рокадастр хӗрӳ лини ирттернине пӗлтерет Тутарстан Росреестрӗн пресс-служби.
-
Çамрăк гвардеецсем флешмоб ирттерчӗç
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче «Молодая Гвардия Единой России» общество организацийӗн регионти уйрăмӗн хастарӗсем тата Ачасен тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн пайташӗсем пӗрле патриотла акцие хутшăнчӗç.
-
Сывă çын телейлӗ
Эпӗ мӗн пӗчӗкренех спортпа туслă пулнă. Шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ ăмăртăва хутшăннă, унта яланах малти вырăна çӗнсе илнӗ. Шкул пӗтерсен Ульяновск хулинче физкультура учительне вӗренсе тухрăм. 1992 çултан пуçласа паянхи кунччен физкультура учителӗ пулса ӗçлетӗп.
-
2022 çулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнче Раççей историйӗнче çӗнӗ тапхăр пуçланчӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов республикӑра пурӑнакансене Донецкпа Луганск Халăх Республики, Херсон тата Запорожье облаçӗсем Раççей Федерацийӗпе пӗрлешнӗ кунпа саламларӗ.
-
Кăштах кулăш
Арăмӗ упăшкине вăрçать: – Пăх-ха ав çав мăшăра. Арçынни хӗрне аллинчен тытать, чуптăвать, машинин алăкне уçса кӗртет. Мӗншӗн эсӗ ун пек тумастăн? – Ухмаха тухрăн-им? Вăл хӗре пӗрремӗш хут куратăп.
-
Çитес çулăн бюджет тăкакӗсене те, тупăш пайне те ӳстерме палăртнă
Иртнӗ эрнере ТР Патшалăх Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче Республикăн Тӗп финанс законӗн проектне пăхса тухнă. Маларах ăна парламентăн профильлӗ комитечӗсене пăхса тухма панă. Кӗçех ун тавра анлă ӗç пуçланӗ. Кама ытларах лекӗ бюджет кукăлӗнчен – ку çулталăк вӗçнелле паллă пулӗ.
-
Халăх календарӗ
Авăн уйăхӗн 30-мӗшӗ – Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен амăшӗ София. Çутçанталăка сăнамалла, йывăç çулçисем хăвăрт тăкăнса пӗтнӗ-тӗк, хӗл хăвăрт килессе кӗтмелле. Енчен те йывăç çулçисем симӗсех-тӗк, хӗл час лармасть-ха.
-
Çак кунсенчи илӗртӳллӗ сӗнӳсем тата хастартарах пулма хистеççӗ
Тунтикун, ытларикун йăлт аван пулать – иксӗлми вăй-хал туятăр хăвăрта. Çак кунсенчи илӗртӳллӗ сӗнӳсем тата хастартарах пулма хистеççӗ. Хăвăр та çывăх çыннăрсене пӗр-пӗр идейăпа хавхалантарма пултаратăр. Юнкун йывăртарах иртет тесе систереççӗ çăлтăрсем.