Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2022 çулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнче Раççей историйӗнче çӗнӗ тапхăр пуçланчӗ

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов республикӑра пурӑнакансене Донецкпа Луганск Халăх Республики, Херсон тата Запорожье облаçӗсем Раççей Федерацийӗпе пӗрлешнӗ кунпа саламларӗ.

«2022 çулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнче Кремльти Пысӑк керменте хальхи Раççей историйӗн çӗнӗ тапхăрӗ пуçланчӗ  — пирӗн çӗршыв йышне 4 çӗнӗ субъекта йышӑнасси çинчен калакан договорсене алӑ пусса çирӗплетни чӑннипех шӑпаллӑ пулӑм пулчӗ», — тесе палӑртнӑ республика ертӳçи.

Раççей  йышне çӗнӗ регионсем хăйсен ирӗкӗпе  кӗнине те  аса илтерчӗ Рустам Нургалиевич.  Хӑйӗн историллӗ тӑван çӗршывӗпе пӗрлешни Донецкпа Луганск Халӑх республикисене, Херсон тата Запорожье облаçӗсене çирӗплӗх, граждансен прависемпе ирӗклӗхне хӳтӗлеме, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерме май панӑ.

«Çӗнӗ регионсенчи ентешсен йышӑнӑвне ырласа Тутарстан Республики шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное  хулисене  пур енлӗн пулӑшу парать, вӗсене социаллӑ пурнӑçпа экономика тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшать, гуманитари тата культура енӗпе килӗштерсе ӗçлессине активлӑ аталантарать», – асӑрхаттарнă Рустам Минниханов.

Ун сăмахӗсемпе патшалăх влаçӗ тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем, промпредприятисем, ял хуçалӑх организацийӗсем, волонтерсем, бизнес, тӗн тата общество пӗрлешӗвӗсем, партисем йывӑрлӑхсене пăхмасăр пӗрле тӑрӑшнипе хуласенче  çулсем, вӗрентӳ учрежденийӗсем, ÇКХ сечӗсем, инфраструктура тӑвасси малалла пырать. Раççейӗн Хӗç-пӑшаллӑ Вӑйӗсем, хӑрушсӑрлӑх органӗсем тата йӗрке хуралӗн ӗçченӗсем вара çӗнӗ регионсенче пурӑнакансене канӑçлӑхпа хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтереççӗ, вӗсене ыранхи куна шанма май параççӗ.

«Сӑмах та çук, пӗрле эпир çӗршыв умӗнче тӑракан пур йыхрава та çӗнтерсе  тата та вӑйлӑрах пулӑпӑр. Пурне те телей, ырлӑх тата чи ырӑ кӑмӑл сунатӑп», — вӗçленӗ сӑмахне ТР Раисӗ Рустам Минниханов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ