Ватă çынсен декади пуçланнă май ыран, октябрӗн 1-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Росреестрпа Рокадастр хӗрӳ лини ирттернине пӗлтерет Тутарстан Росреестрӗн пресс-служби.
Хваттер, кил-çурта тата çӗр лаптăкне ултавçăсенчен мӗнле сыхламаллине тата куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене 8 (843) 255-25-71 телефонпа 10 сехетрен тытăнса 12 сехетччен шăнкăравласа пӗлме пулать.
Республикăн районӗсенчи специалистсен номерӗсене ведомствăн официаллă сайтӗнче «Обращения граждан» - «Горячие линии» пайра тупма пулать.
Нет комментариев