Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Арăмӗ упăшкине вăрçать: – Пăх-ха ав çав мăшăра. Арçынни хӗрне аллинчен тытать, чуптăвать, машинин алăкне уçса кӗртет. Мӗншӗн эсӗ ун пек тумастăн? – Ухмаха тухрăн-им? Вăл хӗре пӗрремӗш хут куратăп.

*  *  *
Суд залӗнче судья:
– Икӗ кунра сакăр хваттер çаратнă эсӗ, мӗнле пултартăн?
– Çӗрне-кунне канса курмарăм. Пурте ман пек ӗçленӗ пулсан çӗршыв чечекленмеллеччӗ хальччен.
 
*  *  *
Сутуçăпа туянакан пасарта:
– Чăх-чăх... чăх мар вăл– картинкка! – мухтать хăй таварне сутуçă.
– Мӗн çитерсе усрарăн вара ăна?
– Сана мӗне кирлӗ тата ку?
– Манăн та çак чăх пекех çӳхелес килет те.
 
*  *  *
– Сухан вăл – куççуле кăларакан пӗртен-пӗр çимӗç, – мухтанать Вӗçкӗн Ваççа.
– Шăннă çӗрулми пуçу çине ӳксе курман-ха сан, – тесе хурать Мирун.
 
*  *  *
Яка Кулине Маринене шăнкăравлать:
– Салам, Марине, ăçта çӳрен, шăнкăравласа тытма çук сана?
– Ӗçпе Италие кайнăччӗ.
– Пӗлен вӗт-ха кăмăла хуçма.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анектоды