Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Авăн уйăхӗн 30-мӗшӗ – Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен амăшӗ София. Çутçанталăка сăнамалла, йывăç çулçисем хăвăрт тăкăнса пӗтнӗ-тӗк, хӗл хăвăрт килессе кӗтмелле. Енчен те йывăç çулçисем симӗсех-тӗк, хӗл час лармасть-ха.

•Юпа уйăхӗн 1-мӗшӗ – Арина. Çак кунран шăлан çырли (шиповник) пухма тытăнмалла. Тăрнасем ăшă еннелле кайма тухнă-тăк Пукравра (юпа уйăхӗн 14-мӗшӗнче) сивӗтессе кӗтмелле. Енчен те тăрнасем вӗçсе кайма васкамаççӗ-тӗк, чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗччен сивӗсем пулмаççӗ-ха.

•Юпа уйăхӗн 2-мӗшӗ – Зосима, Савватий, Трофим. Вӗлле хурчӗсем хӗллене хатӗрленеççӗ. Йăвине кӗрсе çӳремелли шăтăка питӗреççӗ пулсан, хӗл сивӗ пуласса кӗтмелле. Тăхăр кун пыл çимелле тенӗ ӗлӗк, çак вăхăтра вӗллесене хӗлле валли хатӗрлесе пӗтермелле. Юпа уйăхӗн 2-мӗшӗнче çуралнă çынсем лайăх утарçăсем пулаççӗ тенӗ. Ӗлӗк çак кун хӗрсемпе каччăсем пулас мăшăра суйланă.

•Юпа уйăхӗн 3-мӗшӗ – Евстафий. Арманçăсен уявӗ. Вӗрекен вăйлă çил çинче вырăн япалисене типӗтсе юлмалла. Вăл çурçӗртен вӗрет пулсан – сивӗтессе, кăнтăртан – ăшăтасса, хӗвеланăçран – йӗпе-сапана каясса, хӗвелтухăçран хӗвеллӗ çанталăка систерет. Сывлăшра вăрăм эрешмен картисем вӗçсен кӗркунне вăраха тăсăлать-ха. 

•Юпа уйăхӗн 4-мӗшӗ – Кондратпа Игнат. Çак кун пушă ларсан тухăç пулмасть тенӗ ӗлӗк. Çавăнпа килти ӗçсемпе аппаланмалла, çурт-йӗре, картише тирпейлемелле. Çак куна пăхса çитес 4 эрнери çанталăк мӗнле пулассине сăнанă. Çурçӗр-хӗвелтухăçран вӗрекен çил сивӗ хӗле пӗлтернӗ.

•Юпа уйăхӗн 5-мӗшӗ – Фока, Иона. Йывăç çулçисене тăкакан вăйлă çилсем пуçланаççӗ. Хурăн çулçине тăкса пӗтермен пулсан юр час лармасть-ха. Хӗл ларсан та нарăс уйăхӗнчен ăшăтасса кӗтмелле. Çак кун пулă тытма та, лавккаран туянма та юрамасть. 

•Юпа уйăхӗн 6-мӗшӗ – Предтеча, Ираида. Кăмакаçăсен уявӗ. Чăн-чăн кӗркунне пуçланать, малалла çанталăк сивӗтсе кăна пырать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы