Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сывă çын телейлӗ

Эпӗ мӗн пӗчӗкренех спортпа туслă пулнă. Шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ ăмăртăва хутшăннă, унта яланах малти вырăна çӗнсе илнӗ. Шкул пӗтерсен Ульяновск хулинче физкультура учительне вӗренсе тухрăм. 1992 çултан пуçласа паянхи кунччен физкультура учителӗ пулса ӗçлетӗп.

Эпӗ малтан Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç ялӗнчи шкулта ӗçлерӗм. Халӗ Аслă Аксури тулли вăтам шкулта вăй хуратăп. Сывă кӗлеткере сывă чун тенине шута илсе хамăн ывăлăмсене те ачаранпах спортпа туслă пулма вӗрентрӗм. Шкулта вӗреннӗ чухне вӗсем тӗрлӗ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсем йышăнатчӗç. Хальхи вăхăтра та вӗсем ӗçӗсенче те, вӗренӳ заведенийӗсенче те ăмăртусене активлă хутшăнаççӗ. Уйрăмах хӗллехи вăхăтра ачасем киле килсессӗн çемйипех йӗлтӗрпе ярăнма тухатпăр. Кун пекки пирӗн час-часах пулать. Сывă пурнăç йӗркине пăхăнса пурăнмалла.

Паянхи кун эпир, учительсем, тӗрлӗ методикăпа усă курса ачасене пӗлӳ паратпăр. Шкул программинче кашни предмет питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ вырăнта. Хальхи пурнăçра физкультура предмечӗ çине тимлӗх уйăрнă. Ку предмета кӗçӗн класранах тарăннăн, тӗплӗн вӗрентмелле. ГТО парасси те, ишме вӗренесси те кӗçӗн класри вӗренекенсенчен пуçланать. Предметăн пайӗсене пурне те тимлӗн вӗренмелле. Ача спортăн хăш енӗпе пултаруллă, çав енне ăна аталантарма тăрăшмалла.

Кӗçӗн класри ачасем питӗ хастар. Вӗсем мӗн каланине, мӗн кăтартнине, мӗн хушнине веçех тума тăрăшаççӗ. Мӗнпур хăнăху кӗçӗн класра вӗренекен ачашăн интереслӗ. Çавăнпа вӗсемпе тăрăшса ӗçленин усси пысăк.

Пирӗн вăтам тата аслă классенче вӗренекенсем секцисене те çӳреççӗ. Ачасене ытларах бадминтон, мини-футбол, волейбол килӗшет. Çак енсемпе эпир ачасемпе час-часах районта, зонăра, республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнатпăр. Унтан эпир лайăх результатсемпе, кубоксемпе темиçе хутчен те таврăннă. Çапла ӗçлесе ачасен сывлăхне упрама, çирӗплетме тăрăшатпăр.

Спорта юратар, унпа туслă пулар. Ялан асра тытар: сывă çын илемлӗ, сывă çын ăнăçуллă, сывă çын телейлӗ.
 
Валерий ЮМАНОВ,
физкультура учителӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество