Çак кунсенчи илӗртӳллӗ сӗнӳсем тата хастартарах пулма хистеççӗ
Тунтикун, ытларикун йăлт аван пулать – иксӗлми вăй-хал туятăр хăвăрта. Çак кунсенчи илӗртӳллӗ сӗнӳсем тата хастартарах пулма хистеççӗ. Хăвăр та çывăх çыннăрсене пӗр-пӗр идейăпа хавхалантарма пултаратăр. Юнкун йывăртарах иртет тесе систереççӗ çăлтăрсем.
ТАКА 21.III-20.IV
Тăнăçлăх, лăпкăлăх паллисемпе иртет эрне. Йышăну тăвиччен: «Çиччӗ виç те пӗрре кас», – тенине аса илӗр. Эрне варринче пуçланă ӗçсене вӗçлеме ӗлкӗрмелле, пуçлăхпа, аслăрах ӗçтешсемпе канашлама ан именӗр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Пурнăçлама нумай вăхăт кирлӗ проектсене пуçăнма меллӗ вăхăт. Халь аллăрта ӗç «вӗресе» тăрать, анчах пит нумая ан хапсăнăр – вăхăтра вӗçлесе ӗлкӗреймӗр. Юратнă çыннăрпа пӗр чӗлхе тупма кăткăсрах.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Яланхи пекех тӗлпулусем, паллашусем нумай пулаççӗ. Ӗçри улшăнусем командировкăсемпе, çӗнӗ проектсемпе çыхăннă. Вӗренме хатӗр пулсан хăвăрăн позицие çирӗплететӗр. Харкам пурнăçра йăлт аван, мăшăрăр сире ăнланса, пулăшса пырӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Тавракурăмăра анлăлатмалли, пӗлӗвӗре ӳстермелли вăхăт сирӗншӗн çак эрне. Çынран аяккарах пулса пӗччен юлас килӗ, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне шырас тейӗр. Чи кирли – лăпкă пулăр, пӗтӗмлетӳ тума ан васкăр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрне пысăк пулăмсемпе асра юлать, «сиккипе» иртсе каять. Çӗнӗ ӗçе пуçăнма меллӗ вăхăт. Хăвăр пуçаруллăрах пулсан карьерăра çитӗнӳ тума шанăç пысăк. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем тата хӗрӳллӗрех.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Лăпкă, тухăçлă эрне сирӗншӗн ку тапхăр. Чылай вăхăта тăсăлакан проектсене хута яма лайăх. Ӗçре йăлт аван, тăрăшулăхăра асăрхаççӗ, тивӗçлипе хаклаççӗ. Эсир чăтăмлăрах пулсан, мăшăрăра хисеплесен хутшăнусем лайăх пулаççӗ.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Тăнăçлăх, килӗшӳ туятăр çак кунсенче. Ума лартнă тӗллевсем патне çитме, пысăк ыйтусемпе йышăну тума меллӗ вăхăт. Ӗçре çӗнӗ сӗнӳсем пулаççӗ, вӗсене пурнăçланă чух тӗплӗ пулăр, ан васкăр. Харкам пурнăçра йăлт аван.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ку эрнере умра çӗнӗ тӗллевсем пурнăçлама, шанăç пур. Çак кунсенче йышăну тума та пӗлмелле, пурнăçлама та ӗлкӗрмелле. Ӗçӗрте çаврăнăçуллă пулмалла. Пуç çӗклемесӗр ӗçлеме хатӗрленӗр. Эсир вăй хунине тав тумасăр хăвармӗç.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Эрне манăçми çӗнӗлӗхсемпе асра юлать. Çула тухма, вӗренме, тавракурăмăра анлăлатма меллӗ вăхăт. Ӗçре çӗнӗ ыйтусем сиксе тухӗç, вӗсене татса пама тимлӗх, пултарулăх кирлӗ пулать. Çулçӳреве чӗнекенсем пулӗç. Харкам пурнăçра – килӗшӳ, юрату.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Дисциплинăна çирӗп пăхăнмалла çак кунсенче, тимлӗхӗре ан çухатăр. Ӗçӗрте кăткăс самантсем сире ан хăратчӗр, хăвăр тимлӗрех пулсан çăмăллăнах чăрмавсенчен иртетӗр. Пӗчченнисене çăлтăрсем нимӗн çӗнни те систермеççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Сирӗн шăпа ку эрнере пачах урăх енне çаврăнса кайӗ. Улшăнусене йышăнма хатӗр пулăр, кулленхи хăнăхнă йăла-йӗркене çӗнетме ан хăрăр. Ӗçӗрте сӗнекен çӗнӗ проектсем, сӗнӳсем сире креативлăрах пулма хистеççӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çак кунсенче ӗçӗрте нимӗнле улшăну та пулмасть. Халь пуçлакан проектсемпе çыхăннă çӗнӗлӗхсем сире йывăрлăх кӳмӗç. Ку тапхăрта сире малашнехи утăмăрсене шутласа хумалла. Харкам пурнăçра хутшăнусем тăнăç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев