Автоинспекторсем рейда тухаççӗ
Кăçал июль уйăхӗнче ӳсӗрле руль умне ларнă водительсен айăпӗпе пулнă çул-йӗр инкекӗсен шучӗ сисӗнмеллех ӳснипе çул-йӗр автоинспекторӗсем республикипех тӗллевлӗ рейдсене тухаççӗ, тесе хыпарлать Тутарстанри çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх автоинспекцийӗ. 16 кунра кăна çак сăлтавпа республикăри çулсем çинче 18 авари пулнă, вӗсенче 3 çын вилнӗ, 26-шӗ аманнă. Çакăн пек инкексенчен пӗри июлӗн...
Кăçал июль уйăхӗнче ӳсӗрле руль умне ларнă водительсен айăпӗпе пулнă çул-йӗр инкекӗсен шучӗ сисӗнмеллех ӳснипе çул-йӗр автоинспекторӗсем республикипех тӗллевлӗ рейдсене тухаççӗ, тесе хыпарлать Тутарстанри çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх автоинспекцийӗ. 16 кунра кăна çак сăлтавпа республикăри çулсем çинче 18 авари пулнă, вӗсенче 3 çын вилнӗ, 26-шӗ аманнă.
Çакăн пек инкексенчен пӗри июлӗн 16-мӗшӗнче Хусан-Оренбург автоçул çинче пулнă. «Хундай Соната» машинăн 37-ри водителӗ ӳсӗрле руль умне ларнăскер, пысăк хăвăртлăхпа хирӗç юхăм çине тухнă та хирӗç килекен ВАЗ 21041 машинăпа пырса çапăннă. ВАЗ 21041 водителӗ сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă, 1976 тата 2008 çулхи пассажирсене больницăна ăсатнă.
Раççей Федерацийӗн административлă правăна пăсни çинчен кодексӗн 12.8 статйин 1 тата 2-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн, ӳсӗрле машинăпа çӳренӗшӗн е транспорта ӳсӗр çынна панăшăн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, транспортпа çӳреме ирӗк паракан правана 1,5-2 çула туртса илеççӗ.
РФ Уголовнăй кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнăшăн е эрех ӗçнине тӗрӗслеттерме килӗшмесен 200-300 пин тенкӗ штраф тӳлеттернинчен пуçласа икӗ çула тӗрмене хупни таранах наказани кӗтет. Ӳсӗрле машинăпа çӳреме юратакансене тата 480 сехет е 2 çулччен обязательнăй йӗркепе ӗçлеттерме те пултараççӗ. Кунсăр пуçне тата вӗсен хăйсен должноçӗпе виçӗ çулччен ӗçлеме те юрамасть.
Ӳсӗр водитель айăпӗпе çул-йӗр инкекӗнче çынсем вилсен е сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратсан виçӗ çул таранччен обязательнăй йӗркепе ӗçлеттереççӗ е 4 çулччен ирӗкрен хăтараççӗ (РФ УК 264-мӗш статйин 2-мӗш пайӗ). Енчен те аварире пӗр çын вилсен ӳсӗр водителе 2-7 çула ирӗкрен хăтараççӗ (РФ УК 264-мӗш статйин 4-мӗш пайӗ). Иккӗ е ытларах çын вилсен 4-9 çулччен ирӗкрен хăтараççӗ (РФ УК 264-мӗш статйин 6-мӗш пайӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев