Эпир хӗле хатӗр
Çапла пӗлтернӗ паян Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин. Хутса ăшăтмалли сезона тӗрлӗ объектсем 86-96 процент чухлӗ хатӗр. Паянхи кун тӗлне котельнăйсемпе шыв илмелли скважинăсен хатӗрлӗхӗ - 94, шыв пăрăхӗсен насус станцийӗсемпе шыв пăрăхӗсен сетьӗсем 96 процент. Çаплах çуртсене харпăр ăшă пункчӗсем çине куçарас...
Çапла пӗлтернӗ паян Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин. Хутса ăшăтмалли сезона тӗрлӗ объектсем 86-96 процент чухлӗ хатӗр.
Паянхи кун тӗлне котельнăйсемпе шыв илмелли скважинăсен хатӗрлӗхӗ - 94, шыв пăрăхӗсен насус станцийӗсемпе шыв пăрăхӗсен сетьӗсем 96 процент.
Çаплах çуртсене харпăр ăшă пункчӗсем çине куçарас ыйтăва та сӳтсе яврӗç. Хусанта кăна вӗсене 1 пин те 280 объекта вырнаçтармалла. Чи пысăк тимлӗх хальлӗхе Уруссу поселока. Унта газ кӗртессин монтажне 2683 хваттерте тунă, 2410 котел вырнаçтарнă, 2331 хваттер ăшӗнчи системăсене çыхăнтарнă.
Социаллă аспектсем тăрăх пăхас пулсан, хутса ăшăтмалли сезона пуринчен ытла шкулсемпе ача сачӗсем хатӗр - 96 процент. Иккӗмӗш вырăнта сывлăх сыхлав учрежденийӗсемпе социаллă хӳтлӗх, ӗçпе тивӗçтерӳ центрӗ тата спорт объекчӗсем - 92 процент, виççӗмӗш вырăнта культура объекчӗсем - 89 процент.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев