Вӗсем республикăн чи лайăх çемйисем
(Ирина Кузьмина). ТР Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Ахатовнăпа пӗрле паян Хусан Кремлӗнче республикăн чи лайăх 53 çемйипе тӗл пулчӗç. Хальхинче чăвашсенчен çак чыса Пăва районӗнчи Альбина Кирилловнăпа Александр Иванович Алексеевсемпе Теччӗ хулинчи Зоя Ильиничнăпа Володар Аркадьевич Тимофеевсем тивӗçрӗç. Ку икӗ çемье те республика чăвашӗсен мăнаçлăхӗ, вӗсем наци культурине аталантарма...
(Ирина Кузьмина). ТР Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Ахатовнăпа пӗрле паян Хусан Кремлӗнче республикăн чи лайăх 53 çемйипе тӗл пулчӗç.
Хальхинче чăвашсенчен çак чыса Пăва районӗнчи Альбина Кирилловнăпа Александр Иванович Алексеевсемпе Теччӗ хулинчи Зоя Ильиничнăпа Володар Аркадьевич Тимофеевсем тивӗçрӗç. Ку икӗ çемье те республика чăвашӗсен мăнаçлăхӗ, вӗсем наци культурине аталантарма капашсăр пысăк ӗç тăваççӗ, ачисемпе мăнукӗсене те явăçтараççӗ. Александр Иванович Алексеева эпир ытларах Сандр Пикл пек пӗлетпӗр, вăл тӗлӗнмелле пултаруллă ӳнерçӗ, ӗçӗсенче - чăваш халăхӗн философийӗ. Мăшăрӗпе Альбина Кирилловнăпа 38 çул пӗрле пурăнаççӗ. Володар Аркадьевич Тимофеев вара нумай çул Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрне ертсе пынисӗр пуçне ыркăмăллăхçă та, вăл тăрăшнипе тата пулăшнипе кунта нумай чăваш мероприятийӗ иртет. Мăшăрӗпе Зоя Ильиничнăпа 42 çул пӗрле пурăнаççӗ.
Мероприятие республикăри наципе культура автономисен хастарӗсем те хутшăнчӗç. Чăваш культурипе çемьесене кăçал Хусанти çамрăк юрăç Вера Кожеманова (сăмах май, вăл хăй те анне, мăшăрӗпе ывăл ӳстереççӗ) паллаштарчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев