Çулла çитрӗ... 1-мӗшӗнче юр çăвать?
Çӳлти патшалăхра каллех тирпей çук – июнӗн 1-мӗшӗнче юр çăвать... Çӗрле минус 1 градус таранччен сивӗтет.
Çанталăк кăçал ниепле те шӳтлеме чарăнаймасть, Тутарстансем валли каллех кӗтменлӗх хатӗрлет. ТР Гидрометцентрӗ çитес икӗ кун, май уйăхӗн 31 тата июнӗн 1-мӗшӗсенче Тутарстан çурçӗр-хӗвелтухăç циклонӗн тыткăнӗнче пулассине хыпарлать. Çанталăк тăрук сивӗтет, çил çеккунтра 17 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Кӗçнерникун (май уйăхӗн 31-мӗшӗнче) сывлăш температури кăнтăрла та 14 градусран ăшă пулмасть. Вырăн-вырăнпа çумăр çăвать.
Çуллан пӗрремӗш кунӗ тата хытăрах тӗлӗнтерӗ, çумăрсăр пуçне хăш-пӗр районта юр та çăвать. Çӗрле çанталăк минус 1 градус таранччен сивӗтет. Алсишсене каллех пуçтарса хурасси пулмасть иккен. Ирӗксӗрех ыйту çуралать: кăçал çулла пулать-и пирӗн е çук? (Соцсетьри сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев