Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Пӗкӗлмере «Зарница – Петровка – 2025» чемпионат

Июнӗн 21-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Петровка ялӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулне халалласа «Зарница – Петровка – 2025» пӗрремӗш спортпа патриотизм чемпионачӗ иртрӗ.

Мероприятие пуçараканӗ – педагог, район депутачӗ, вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Олег Петрович Морозов. Тӗп йӗркелӳçӗ пулнипе мар, ăмăрту формачӗ валли вырăнӗ меллипе (кантра çул валли вăрман юнашар) хăй пахчине суйланă. Вырăнти шкул ачисемпе, ял çыннисемпе пӗрле трассăна пӗр эрне хатӗрленӗ вӗсем. Тӗрӗссипе, алă айӗнчи хатӗрсенчен (утă чӳкӗсенчен, пӗренесемпе автомобиль покрышкисенчен) çапла лайăх трасса пуласса шутламан та.

Тӳрӗ çулпа кăна чупмалли ăмăрту мар çав вăл Зарница, чăрмав мӗн чухлӗ нумайрах, çавăн чухлӗ лайăхрах. Хальхинче те пысăк хăвăртлăхпа вырăн-вырăнпа упаленме, 10-30-шар приседани-отжимани тума, сăрта хăпарса анма, кантраллă çулсем урлă сиксе тата утса каçма, автомобиль кустăрмисем, пӗрене тăрăх чупма тиврӗ ачасен. Çакăн пек чăрмавлă дистанцие, пӗр чарăнмасăр çăвакан çумăр ăна тата йывăрлатрӗ, хăнăхусăр çăмăллăн кăна иртме çук.

– Чăрмавсем хăратмаççӗ-ха мана, кун пеккисенче пулкаланă, çӗнтеретӗпех, – пӗрре те иккӗленмерӗ 97-мӗш номерлӗ спортсмен, Пӗкӗлмери нефть техникумӗн студенчӗ Ильнур.

Сăмах май, кашни чăрмав патӗнче судьясем (тӗп судья Ляйсан Фонакова) вӗсенчен нумайăшӗ Пӗкӗлмери спорт шкулӗсенчен килнӗччӗ, тăчӗç. Спортсмен чăрмавсене тӗрӗс иртнине тӗрӗсленисӗр пуçне, ӳксе аманасран та сыхларӗç вӗсем. Судьясенчен пӗри Наратлă шкулӗн физкультура вӗрентекенӗ Павел Желованов каланă тăрăх, кантраллă çула пӗри чупнă пекех çăмăллăн иртет, тепри çуррине те çитеймесӗр ӳкет. Пашкаса чупса килнӗ хыççăн кантра çинче баланс тытма йывăррипе çыхăннă ку. «Ӗçлемелли пур-ха пирӗн»,– терӗ вăл хăй вӗрентекенӗсен хăнăхăвӗ Пӗкӗлме хулинчи спорт шкулӗсеннисене çитейменнине йышăнса.

– Чемпионат мӗнле иртӗ-ши тесе пит пăшăрхантăмăр малтан, çумăрпа çăрăлакан пылчăкра хальхи ачасем вараланмаççӗ ӗнтӗ тетпӗр. Унта вӗт упаленмелле те. Хутшăнмастăп текенни пӗри те пулмарӗ вӗт. Пӗчӗккисенчен пуçласа аслисем таранах ăмăртса чупрӗç. Пылчăк кăна пулсан та савăнăçлă хăйсем,– терӗ Пӗкӗлмери Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Татьяна Малышева.

 Тӗрӗссипе, чемпионат çакăн пек çӳллӗ шайра, туслă атмосферăра иртесси пирӗншӗн те кӗтменлӗх пулчӗ. Дистанцие чупакан ачасене куракансем мӗнле хавхалантарнине курсанччӗ сирӗн тата!

– Пирӗн атьсемшӗн пӗрремӗш мероприяти мар ку, çапах та çакăн пек çӗнӗ те интереслӗ форматлă ăмăртăва хутшăнма тӳрех килӗшрӗç. Мероприяти шайӗ çав тери çӳллӗ шайра, йӗркелӳçӗсене мӗнпур енчен пулăшма, тӗрев пама тăрăшрăмăр, – юлашки 10 çулта Пӗкӗлме районӗнче ачасемпе çамрăксем валли кунашкал мероприятисем иртменрен «Зарница – Петровка – 2025» тата пӗлтерӗшлӗреххине палăртрӗ Пӗкӗлмери тухăç çар искусствисен  клубӗн тренерӗ Станислав Недобежкин. Зарницăра унăн 20 воспитанникӗ хутшăнчӗ.

Мероприятин кирлӗлӗхне кура-ши спонсорсем йышлăнччӗ: «Лидер», «Авторитет», «Светлячок» лавккасем, «НТЭС», «Бурнефтеснаб», «Татнефтедор», «ГКС», «ЭкоНива» предприятисем, «Морозов ДворЪ» хуçалăх тата ыттисем.

Чемпионатăн брендне, атрибутикине Олег Петрович хăйех шухăшласа кăларнă. Малашне ку енӗпе патент илесшӗн вăл. Мӗншӗн тесен чемпионата район планне кӗртсе кашни çул ирттерес шутлă. «Мана çак мероприятие йӗркелеме хавхалантараканӗ, лайăх юлташ, наставник Елабуга районӗн депутачӗ Василий Савин пулчӗ», – терӗ Олег Морозов ăмăрту хыççăн. Виçӗ çул каялла Елабуга районӗнчи Танайка ялӗнче иртнӗ «Гонка героев» хыççăн Петровка ялӗнче те çакнашкал мероприяти ирттерме шутланă вăл. Çамрăксемпе çыхăннă тӗллевлӗ ӗçе Василий Васильевич ырласа хăй енчен пулăшма пулнă. Мероприятие хир кухнипех килнӗччӗ вăл. Пӗкӗлмери Чăваш наципе культура центрӗн, ял хутлăхӗн хастарӗсемпе пӗрле ачасене çав тери тутлă пăтă, яшка пӗçерсе апатлантарчӗç. «ЭкоНива» сӗт юр-варӗпе тӳлевсӗр хăналарӗç.

Чемпионата хутшăнакансемпе куракансене Пӗкӗлме район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Дамир Фаттахов, Чикӗ хуралӗн çарӗсен ветеранӗсем Ягфар Саримов, Наиль Салихов, Раççейри Афган вăрçин ветеранӗсен союзӗн ертӳçи Марат Шайхутдинов, РФ тава тивӗçлӗ тренерӗ Николай Капитонов, Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев, Турă амăшӗн Хусан турăшӗн мăнастирӗн пачăшки Сергий атте, ТР ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев саламларӗç. Вырăнти ансамбльсем илемлӗ юрăпа савăнтарчӗç.

Çӗнтерӳçӗсем çаксем:

 7 – 10 çулти хӗрачасен хушшинче: Ляйсан Мигранова – I, Дарья Баканова – II, Александра Сосина – III.

Арçын ачасенчен: Мансур Сабиров – I, Данис Мигранов – II, Илья Фонаков, Кирилл Евстигнеев-III.

10 – 15 çулти хӗрачасен хушшинче: Мария Никанорова – I, Валентина Григорьева – II, Амелия Макарова – III.

 Арçын ачасенчен: Глеб Сергеев, Рома Тимофеев – I, Иван Добрушкин – II Владимир Волков – III.

16– 18 çулти хӗрачасен хушшинче – Амелия Сатарова – I

Арçын ачасен хушшинче: Эльдар Болонкин – I, Максим Григорьев – II, Егор Шаталов – III.

Вӗсене медальпе, асăнмалăх парнесемпе чысларӗç. Пӗкӗлмери Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Татьяна Малышева вара укçан преми те пачӗ. Чи интересли – çӗнтерӳçӗсене пӗрне те хăш ялтан е хуларан пулнине палăртмарӗç, мӗншӗн тесен спортпа патриотизм чемпионачӗ «Ют ачасем пулмаççӗ» девизпа иртрӗ.

Ăмăртура пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанӗ таранах пылчăкланнă ачисен тумӗсене амăшӗсем çуса тасатайманни те паллă, çавах вӗсем те савăннă: «Ачасем кунӗпе те телефон тытмарӗç вӗт паян», – терӗç. Апла-тăк, кун пек чемпионатсем чăнах та питӗ кирлӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. (Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь дети патриотизм зарница