Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вера Кузьмина кăçал – 95 тултарать!

Халăх юратакан артистсем Вера Кузьминапа Нина Григорьева паянхи кун та сцена çинчех-ха, мӗнле телей пуль вăл юратнă ӗçе ӗмӗр парăнни! Театр вӗсен юбилейне паллă тума хатӗрленет.

 К.Иванов ячӗллӗ  Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче юбилейсем вӗçленмеççӗ-ха. Унăн сумлă артисчӗсен, чăваш сценин чи çутă çăлтăрӗсен –  СССР халăх артистикипе Вера Кузьминапа РФ тата ЧР халăх артисткин Нина Григорьеван кăçал çавра çул. Вера Кузьминична ноябрӗн 16-мӗшӗнче – 95, Нина Ильинична декабрӗн 7-мӗшӗнче 80 çул тултараççӗ. Тӗп чăваш театрӗн сцени çинче вӗсем нумай-нумай роль калăпласа куракана савăнтарнă, савăнтараççӗ те. Халăх юратакан çак артистсем хăйсен çулӗсене пăхмасăр паянхи кун та сцена çинчех-ха. Мӗнле телей пуль вăл ӗмӗрӗпех юратнă ӗçе парăнни?!

Театр хăйӗн юбилейлă 100-мӗш сезонне çак кунсенче Константин Ивановăн «Вĕри юнлă çемçе чун» пьеси тăрăх И.С. Максимов-Кошкинский лартнă спектакльпе хупрӗ. Театр директорӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Юрий Владимиров пухăннисен умне тухсан асăннă театр çăлтăрӗсен юбилейне халăхпа пӗрле сцена çинче уявлассине пӗлтернине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Çапла пулмалла та,вӗсем çак сума чăннипех те тивӗç. Сывлăхпа, иксӗлми вăй-хал сире, Вера Кузьминичнăпа Нина Ильинична! (Сăнӳкерчӗк www.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России