Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ПАЯНТАН ПУРИН ТЕ КИЛТЕ ЛАРМАЛЛА ПУЛАТЬ

Енчен те ҫын изоляци условийӗсене пӑхӑнмасӑр тепӗр ҫынна чир ертет пулсан, унӑн уголовнӑй яваплӑх тытма тивет

Мартӑн 30-мӗшӗнчен Тутарстанри кашни ҫын килте самоизоляцире лармалла. Апат туянма, ҫӳпӗ-ҫапӑ тӑкма тата пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх пулсан килтен тухма юрать.

Тутарстан Республикинчи тӑхтавсӑр циклпа ӗҫлекен предприятисенче, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккасенче тӑрӑшакансене ку хушу пырса тивмест. Ыттисен пурин те изоляци вырӑнне хӑвӑрма юрамасть.

Мартӑн 30-мӗшӗнчен Тутарстанра муниципалитетсем хушшинче пассажирсемпе багажа автобуссемпе турттарма чарӑнаҫҫӗ. Поездсен расписанийӗнче те улшӑнусем пулаҫҫӗ.

Урамри ҫынсене Роспотребнадзор тата полиции ӗҫченӗсем тӗрӗслӗҫ. Вӗсен этем самоизоляции вырӑнӗнчен мӗншӗн тухнине тӗпчеме ирӗк пур. Ҫыннӑн ҫивӗч сӑлтав (продукт туянма, аптекӑна, пульницана кайни) пулмасан ӑна штраф пама пултараҫҫӗ.
Влаҫсем ҫынсене Тутарстан территорийӗнчен тухма сӗнмеҫҫӗ.
Тутарстана шалти рейссемпе килсе ҫитнӗ пассажирсенче чир симптомӗсене шырӗҫ тата вӗсен анкетировани иртме тивет.
Республикӑри обществӑлла транспорт ҫӳрессин тӑтӑшлӑхне чакараҫҫӗ, такси ҫаплипех ӗҫлӗ.
Енчен те ҫын изоляци условийӗсене пӑхӑнмасӑр тепӗр ҫынна чир ертет пулсан, унӑн уголовнӑй яваплӑх тытма тивет.
Ҫын хӑйӗн машинине ӗҫе каймашкӑн усӑ курма пултарать.
Хальлӗхе ҫакнашкал хыпарсем. Каярах тӗплӗнрех пӗлме май пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев