News by author - Ирина Кузьмина
-
Выльăх тытакансене субсиди параççӗ
Сăвăнакан ӗне, качака тата лаша тытакан харпăр хуçалăхсене тăкакăн пӗр пайне саплаштармашкăн патшалăх субсиди парать. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви заявкăсене апрелӗн 5-19-мӗшӗсенче йышăнассине пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.
-
Тутарстанри 32 яла шыв илме пултарать
ТР Гидрометцентрӗн прогнозӗпе кăçал çуркунне республикăри 13 районти 32 яла шыв илме пултарать. Ку вăл пӗтӗмпе 2,3 пин çын пурăнакан пин ытла çурт.
-
Сӗве урлă каçма çук
Пăва районӗнче çурхи ейӗве пула Кильдураз, Хăят ялӗсен çывăхӗсенче Сӗве юханшывӗ çырантан тухнипе апрелӗн 2-мӗшӗнчен кунти кӗперсем урлă çуран та, транспортпа та каçса çӳреме чарнă.
-
Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ
Юр кайса пӗтнӗ хыççăн тавралăха тирпей кӗртнисӗр пуçне тата мӗн-мӗн тума хатӗрленнине ытларикун, апрелӗн 1-мӗшӗнче, ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра пӗлтерчӗç.
-
Беспилотник атакăласан мӗн тумалла?
Апрелӗн 2-мӗшӗнче, Елабуга тата Анат Камăна атакăланă хыççăн ТР МЧСӗ кун пек лару-тăрура çынсен мӗн тумаллине аса илтерчӗ.
-
Беспилотниксем Елабугăпа Анат Камăри предприятисене атакăланă
Паян, апрелӗн 2-мӗшӗнче, ирхине 5:45 сехетре Елабугăри тата Анат Камăри предприятисене беспилотниксем атакăланă. Телее, вилекенсем çук, предприятисен ӗçӗ чарăнман. Кун çинче ТР Раисӗн пресс-служби пӗлтернине ТАСС хыпарлать.
-
Утаман тек Хӗрлӗ кӗнекере мар
Тутарстанра вăрман упине çухалас хăрушлăхри сайра тӗл пулакан чӗрчунсен кӗнекинчен кăларнă. Сăлтавӗ — йышӗ ӳссе кайни, кун çинчен ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса РБК Татарстан сайт пӗлтерет.
-
Хусанти бассейнра 7-ри ача путнă
Бассейна ача аслисемпе пӗрлех килнӗ-ха, анчах мӗншӗн вӗсем юнашар пулманни паллă мар.
-
Пурăн «Сувар» 100 çулччен
«Сувар» хаçат Хусанта çуралнă чăваш журналистикин йăлисене тӗпе хурса акă ӗнтӗ 30 çул республикăн пурнăçне тăван чӗлхепе çутатать. Регионти тӗрлӗ район чăвашӗсене пӗрле чăмăртакан хаçатăн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк, мӗншӗн тесен тăван чӗлхепе культурăна сыхласа малалла аталантарма пулăшать. Кунсăр пуçне кăçал «Шурăмпуç» журнал тухма тытăннăранпа та 105 çул çитрӗ. Хăйӗн 30 çулхи юбилейне «Сувар» мартăн 30-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче ирттерчӗ.
-
«Сувар» 30 çулхи юбилейне паллă тăвать
1993 çул Тутарстан чăвашӗсемшӗн историлле пулăмпа паллă. Халăх ыйтнипе Хусанта чăваш сасси çӗнӗрен янрама пуçлать. ТР пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевăн указӗпе çав çул ТР Министрсен Кабинечӗ «Сувар» республика обществăпа политика хаçатне уçма йышăнать. Çапла майпа, ХХ ӗмӗрте Хусанта чăваш чӗлхипе тухнă виççӗмӗш (1906 — 1907 çулсенче «Хыпар», 1936 — 1963 çулсенче «Хӗрлӗ ялав») хаçат вăл.
-
Тутарстанри хăш-пӗр заведение эрех сутма чарасшăн
Республикăра каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен алкогольлӗ шӗвексем сутма чарасси çинчен çӗнӗ закон йышăнасшăн. Хальхи вăхăтра закон проекчӗ коррупцие хирӗç экспертиза тӗрӗслевӗнче. Çӗнӗ законпа килӗшӳллӗн, чару нумай хваттерлӗ çуртсенче е ун çывăхӗнче вырнаçнă 50 тăваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене пырса тивет. 500 ытла çын пурăнакан монохуласенчи нумай хваттерлӗ çуртсенче вырнаçнă 100 тăваткал метртан пӗчӗкрех лавккасенче вара алкогольлӗ шӗвексене ӳлӗмрен вуçех сутма чарасшăн. Нумай хваттерлӗ çуртсен картишӗнчен кӗмелли обществăлла апатлану заведенийӗсенче те каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен эрех тавраш пулмалла мар.
-
Майпен пырсан инçерех каян
Республикăн патшалăх автоинспекцийӗн статистики пӗр кун та улшăнмасăр тăмасть, мӗншӗн тесен çул-йӗрсем çинчи инкексен шучӗ хушăнсах пырать. Айăпӗ кунта хамăрта, тӗрӗсрех каласан, хыпаланса васканинче. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăри çулсем çинче пурӗ 549 инкек пулнă, вӗсенче 63 çын вилнӗ, 690-ăн аманнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аварисен шучӗ пӗчӗкрех пулсан та вилнисем 16 çын ытларах. Кун çинчен юнкун, мартăн 27-мӗшӗнче, Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.
-
Тутарстанра шкул ачисене беспилотниксемпе ӗçлеме вӗрентеççӗ
Республикăри 19 вӗрентӳ шкулӗнче шкул ачисене беспилотниксем пуçтарма, вӗсемпе ӗçлеме вӗрентӗç.Çитес вăхăтра учительсене вӗрентме пуçлаççӗ. Кун çинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин Регион управленийӗн центрӗн тӳрӗ эфирӗнче пӗлтернӗ.
-
Пирӗншӗн ют хуйхă çук
Çăмăл килмерӗ ку эрне Раççей халăхӗшӗн. Эрне каялла, мартăн 22-мӗшӗнче, çӗршыв çине калама çук пысăк хуйхă йăтăнса анчӗ. Мускав хӗрринчи Красногорск хулинчи «Крокус Сити Холл» суту-илӳпе курав тата ӗç центрӗнче пулнă терактра 143 çыннăн (5-шӗ ача) пурнăçӗ вăхăтсăр татăлчӗ. РФ Катастрофăсен медицина центрӗ хальхи вăхăтра больницăра тата 80 çын юлнине, вӗсенчен 4-шӗн халӗсем, шел те, йывăррине пӗлтерет. Терактра вилнисен тăванӗсемпе, мускавсемпе, пӗтӗм çӗршывпа пӗрле «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе вулаканӗсем эпир те тарăннăн хурланатпăр.
-
Мускавра пулас аннесен Пӗтӗм Раççей форумӗ иртет
«Çирӗп çемье: йăлтах йывăрлисем валли» Пӗтӗм Раççей форумӗ апрелӗн 4-5-мӗшӗсенче Мускавра иртет. Регионсем, çав шутра тутарстансем те, акцие онлайн мелӗпе хутшăнма пултараççӗ.