Ноябрьте Тутарстанра пурăнакансене икӗ ӗç кунӗллӗ эрне кӗтет
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрьте Тутарстанра пурăнакансене икӗ ӗç кунӗллӗ эрне кӗтет

Ноябрь пуçламăшӗнче Тутарстанра пурăнакансене икӗ ӗç кунӗллӗ эрне кӗтет. Анчах та ун умӗнхи эрне 6 ӗç кунӗллӗ пулать. Çакăн пирки ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Ноябрӗн 4-мӗшӗ, пурте пӗлетпӗр, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, вăл канмалли кун пулнине РФ Ӗç кодексӗн 112-мӗш статйинче каланă. Ноябрӗн 6-мӗшӗ вара – ТР Конституцийӗн кунӗ, ăна «Тутарстан Республикинчи уяв тата асра тытмалли кунсем çинчен» законпа çирӗплетнӗ.

Кунсăр пуçне РФ Правительствин 2024 çулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче тухнă 1335№ «2025 çулта канмалли кунсене куçарасси çинчен» калакан постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 1-мӗшне лекекен канмалли куна (шăматкун) ноябрӗн 3-мӗшне, тунтикуна, куçарнă. Çапла вара ноябрӗн 2, 3, 4, 6, 8 тата 9-мӗшӗсем – канмалли кунсем пулаççӗ. Ноябрӗн 5 тата 7-мӗшӗсем – ӗç кунӗ.

Ноябрӗн 1-мӗшӗнче тата 5-мӗшӗнче ӗç кунӗ, РФ Ӗç кодексӗн 95-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, пӗр сехете кӗскелет.

 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 


Нет комментариев