Республикăра июлӗн 14-мӗшӗнче çӗрле те, кăнтăрла вăйлă, аслатиллӗ çумăр, вырăнӗ-вырăнӗпе пăр çума пултарнине, çил вăйлă пулнине, хăш-пӗр районсенче вăл çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрме пултарнине ТР Гидрометцентрӗ пӗлтерет.
Çавна май ведомство çуран çурекенсене урамсемпе çулсем тăрăх çӳренӗ чухне тимлӗ пулма сӗнет. Билбордсем, çул паллисем, электропралуксем çумӗнче ан тăрăр.
Çанталăк пăсăлсан водительсем те икӗ хут тимлӗрех пулмалла, хăвăртлăхпа дистанцие пăхăнмалла.
Нет комментариев