Пирӗн анне, хаклă та юратнă çывăх çыннăмăр, Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Христинья Петровна МАРКОВА ноябрь уйăхӗн 16-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Эпир ăна çывхарса килекен сумлă юбилейпе ăшшăн саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, çутă та канлӗ кунсем, тулли телей сунатпăр. Пире, ачусене, юратса ӳстерсе пурнăçра тӗрӗс çулпа утма вӗрентнӗшӗн, тӗп килте пӗрле пуçтарса ялан ăшă кăмăлпа кӗтсе тăнăшăн таймапуç сана, аннемӗр! Вăрăм ӗмӗрлӗ пул.
Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Саламлаканӗсем: хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗсемпе кинӗсем, мӗнпур юратнă мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем тата çывăх тăванӗсем, юратнă хăтăш-тăхлачăшсем.
Нет комментариев