Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упири вăтам шкулта вӗренекенсем питӗ хастар пулни савăнтарать
«Сувар» пуçарнă «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проекта та вӗсем пӗр-пӗринпе ăмăртмалла, туслăн хутшăнаççӗ. Паян эпир сире 9-мӗш класра вӗренекен Софья Максимован «Çил веçех астăвать» проекчӗ çинчен каласа парасшăн.
Ку истори чăваш чӗлхи урокӗнче пуçланнă. Людмила Ярухина вӗрентекен çуралса ӳснӗ тавралăх историне пӗлнипе тăван чӗлхе хушшинчи тачă çыхăну пуррине тахçанах асăрханă. Ачасем çуралса ӳснӗ ялсенче кулленхи пурнăç мӗнле пыни çинчен те, интереслӗ пулăмсене те аса илсе вӗренекенсем кăсăкланмалла каласа пама пӗлет вăл.
Пӗринче сăмах Кивӗ Упире выртакан çиларманӗн чулӗ çинчен пулнă. Ку пурне те кăсăклантарнă, ӗлӗкрех çак тăрăхра армансем чылай пулнă иккен, халӗ, авă, вӗсенчен пӗртен-пӗр вăрман чулӗ юлнă. Класс (9-мӗш класра 6 ача вӗренет) çав тӗле çитсе курма кăмăл тунă. Ку лару-тăру шăпах пирӗн кинофестиваль проекчӗ пуçлансан пулса иртнӗ. Хавхаланса кайнă çамрăксем «Манăн тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ» темăпа çакăн çинчен кино ӳкерме шут тытнă. Людмила Александровна 9-мӗш класс шухăшне ырланă, пулăшма пулнă. Сценари çырнă чух учитель пулăшăвӗ питӗ вырăнлă пулнă.
Халӗ вӗсем кинона ӳкерсе пӗтернӗ те ӗнтӗ. Илемлӗ фильмра иккӗн выляççӗ – Софья Максимова, вăлах режиссер та, тата 8-мӗш класра вӗренекен Матвей Молгачев. Кинооператорӗ Милена Саймуллова, 9-мӗш класра вӗренекен Артем Саландаев монтаж тăвассипе яваплă. Хатӗрлесе çитерсен ӳкерекен ушкăн клубра та кăтартасшăн фильма. Мӗншӗн тесен ку историе çамрăксем пачах пӗлмеççӗ, илтмен те. Çитӗннисемшӗн те вăл манăçнă пулăм пулса юлнă. Тăван тавралăх историне пӗлмелле тесе шутлаççӗ 9-мӗшсем.
Проекта йӗркелесе ертсе пыракан Софья Максимовăпа çыхăнтăмăр çак кунсенче. Шăп Кивӗ Çӗпрелӗнче чăваш чӗлхипе иртнӗ олимпиадăран таврăннăччӗ хӗрача. Пӗтӗм районтан пуçтарăннă 13 тантăшӗ умӗнче Софья пӗлӗвӗсене питӗ тивӗçлӗ кăтартнă, 3-мӗш вырăн çӗнсе илнӗ. Халӗ вăл хăйӗн вӗрентекенӗпе республика шайӗнчи олимпиадăна хутшăнма хатӗрленет.
Софья Максимова хастар, маттур хӗрача пулни савăнтарать: ОГЭне хатӗрленме те ӗлкӗрет – биологи тата географи предмечӗсене суйласа илнӗ – творчество енчен аталанассине те ырана хăвармасть, олимпиадăсене те хутшăнса çитӗнӳсем тăвать.
Паллах, хӗрачан нумай енлӗ интересӗсем çине, çитӗнӗвӗсем çине килти, çемьери атмосфера пысăк витӗм кӳни куçкӗрет. Турханта пурăнакан Александрпа Милана – çамрăк атте-анне, 33-34 çулсенче кăна вӗсем. Милана больницăра тăрăшать, Александр – строитель, ăста штукатур-маляр. Çӗпрел районӗнче ăна пӗлмен çын та çук пулӗ, ырă ячӗ ялтан яла çӳрет. Пӗр-пӗринчен икшер çул кӗçӗнрех тăватă ачана воспитани пама асламăшӗ – 75 çулти Зинаида Васильевна пулăшать. Мăнукӗсем чăвашла çепӗç калаçнинче унăн тӳпи пысăк. Мăнукӗсене тутлă кукăльсемпе те хăналать, сапăр пулма вӗрентет. Хăй чиркӗве те çӳрет, хаçат та вулать. «Сувар», «Тăван ен» хаçатсене кашнинчех çырăнаççӗ Максимовсем. Софья йăмăкӗ, 12 çулти Ксения та кинора ӳкерӗнет. Эпир иртнӗ номерсенчен пӗринче Çӗнӗ Упи шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Милана Макарова проекчӗ çинчен çырнăччӗ, шăпах унта хутшăнать Ксения Максимова. Максимовсен аслă ывăлӗ Петр çак кунсенче 10 çул тултарчӗ, кӗçӗнни Егор 6 çулта, вăл та аслисем хыççăн туртăнать, аппăшӗсем, пиччӗшӗ интересленекенни ăна та кăсăк.
Çемьере ачасем пӗр-пӗринчен çулӗсемпе пит инçех пулманнипе-и – питӗ туслăн çитӗнеççӗ, пӗрлех выляççӗ, кӗçӗнреххисем ыйтаççӗ, аслăраххисем тăрăшсах ăнлантараççӗ, пулăшаççӗ. Пушă вăхăтра Софья кӗнеке вулама юратать. Вырăс классикӗсем – А.Пушкин, И.Тургенев уйрăмах килӗшеççӗ ăна. Психологипе çыхăннă кӗнекесене вулама та юратать вăл.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
С.Максимова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев