Чăваш Енре машина Çавала чăмнă
Çӗнӗ Шупашкар хули çывăхӗнче ноябрӗн 7-мӗшӗнче пилӗк çамрăкăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнине вырăнти хыпар хатӗрӗсем пӗлтереççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, 18–22 çулсенчи виçӗ каччăпа икӗ хӗр каçхине çăмăл машинăпа Çавал хӗррине ярăнма кайнă пулнă. Юлашки хут вӗсем 22 сехет тӗлӗнче çыхăнăва тухни паллă. Машина чăнкă çыран тӗлӗнче чарăнса ӗлкӗрейменнипе çыннисемпе пӗрлех юханшыва чăмнă иккен. Машинăна 3-4 метр тарăнăшра тупнă.
Ирина КУЗЬМИНА.
Нет комментариев