«Ман видеоролик шофер çинчен. Вăл хамăр ялта çуралса ӳснӗ, тăван ялтах ӗçленӗ. Хăйӗн ӗçченлӗхӗпе, тăрăшулăхӗпе пысăк чап çӗнсе илнӗ», – тет Александр хăйпе паллаштарнă видеора мӗншӗн «Манăн герой» темăна суйланине пӗлтерсе.
Игнатий Урмаев (1929 çулхи) чăнах та тӗслӗх илмелли çын пулнă. Пысăк çемьере çитӗннӗ вăл. Ашшӗ-амăшӗ мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхтарса ӳстернӗ. Игнатий Урмаев шкулта «5» паллăсемпе кăна вӗренсен те малалла вӗренме каяйман – вăрçă пуçланнă. Хуçалăх ӗçӗ ватăсемпе Игнатий пек ачасем çине тиеннӗ ун чух. Урмаев-асли резина калуш тăвакан маçтăр пулнăран ку ӗçе пӗчӗк Игнатие те вӗрентнӗ. Çак ӗç Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Урмаевсен çемйине питӗ нумай пулăшнине Игнатий Никоноровичăн ывăлӗпе хӗрӗ Викторпа Раиса каласа параççӗ.
Шофер профессине Игнатий Никонорович салтакра вӗренсе 2-мӗш класлă шофер пулса киле таврăннă. Пӗтӗмӗшле ӗç стажӗнчен 40 çулне руль умӗнче ирттернӗ вăл. Салтакран килсен Пăвари çул-йӗр строительствин управленийӗнче, каярах тăван хуçалăхра шоферта ӗçленӗ. Ака, вырма, утăçи... пӗр кун та канса курман вăл. Ӗç нормине тултарса пынăшăн Хисеп хучӗсене, медальсене тивӗçнӗ. Чи пысăк наградисем – Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав тата Октябрь революцийӗн орденӗсем пулнă.
Мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех шоферта тăрăшнă Игнатий Никонорович ял çыннисен асӗнче мӗнпе юлнине автор ял çыннисене хăйсене калаçтарса пӗлтерет. Чăннипех ӗç паттăрӗ, тӗслӗх илмелли çын пулнă вăл.
Александр Нагуськин шăп çакăн пек ентешӗсенчен тӗслӗх илни сисӗнет. Шкулта лайăх вӗренет, спортпа туслă. Волейбол, баскетбол вылять, тӗрлӗ дистанцие чупма кăмăллать. Пӗр ăмăртуран та юлмасть. Тăван чӗлхене те юратать иккен. Вӗрентекенӗ Тамара Васильевна Фуражкина (вăлах «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хатӗрлекенӗ те) Саша чăваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийӗсене хастар хутшăннине каларӗ. Шкул театрне те çӳрет иккен.
Пӗр класри Дарья Фоминапа пӗрле вӗсем 5-6-мӗш класра чухнех Игнатий Никонорович Урмаев çинчен тӗпчев ӗçӗ çырса районта пӗрремӗш вырăн йышăннă. Ун чухне те вӗсен ертӳçи Тамара Васильевна пулнă. Каярах вара çав ӗç тăрăх шкул музейӗ валли ятарласа альбом хатӗрленӗ. Ун чухне те вӗсене Игнатий Никоноровичăн ачисем питӗ пулăшнă. Çамрăк ентешӗсем ашшӗ çинчен фильм ӳкерсе конкурса хутшăнассине пӗлсен ывăлӗ Виктор Игнатьевич Ульяновск хулинченех килсе çитнӗ. Ялта пурăнакан хӗрӗ Раиса Игнатьевна та пулăшма килӗшнӗ. Шăп вӗсем тӗп килте хăйсен ашшӗ çинчен каласа параççӗ документлă фильмра.
Сăмах май, Урмаевсен килӗнче хальхи вăхăтра пурăнакан çук пулсан та, çурчӗ хупăнман. Хулари ачисем çăвӗпех ялта. Ашшӗ лартнă улма-çырлана тата аслашшех пуçарнă хурт-хăмăр ӗçне малалла тăсаççӗ. Çакăн пек ӗç паттăрӗсене курса ӳсеççӗ те Çармăс ачисем. Теччӗ тăрăхӗнчи тепӗр паллă çынпа паллаштарни калама çук лайăх шухăш. Çавăнпа Александр Нагуськина конкурсра ăнăçу сунатпăр!
Нет комментариев