Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Тăвар касман хăяр хатӗрлетпӗр

Июль уйăхĕнче пахчара хăяр ăнса пулчӗ. Ăçта хурар? Сире çӗнӗ рецептсем сӗнетпӗр.

Тăвар касман хăяр (сивӗлле)

Кирлӗ: 1кг шултрах мар хăяр, 1л. вӗретсе сивӗтнӗ шыв, 2 апат кашăкӗ тăвар, 2-3 шăл ыхра, 1 зонтик укроп, хӗрен, хура хурлăхан, чие çулçисем.

Рассол: тăвара вӗретсе сивӗтнӗ шывра ирӗлтермелле. 

Хăяра çуса 2-3 сехет сивӗ шывра лартмалла. Ун хыççăн пуçӗсене касмалла. Банка е эмаль савăт тӗпне вӗтетнӗ ыхрапа çулçăсен пӗр пайне сармалла, ун çине хăярсене тăкăссăн хурса тухмалла. Унтан юлнă ыхрапа çулçăсене хумалла, вӗсем хупланиччен рассол ямалла. Турилккепе хупламалла та йывăртарах япалапа пусарса лартмалла. Пӳлӗмре пӗр талăк тытсан холодильнике лартмалла. 1-2 талăкран хăяр çиме хатӗр.

Тăвар касман хăяр (вӗрилле)

Кирлӗ: 1 кг шултра мар хăяр, 1л. шыв, 2 апат кашăкӗ тăвар, 3-4 шăл ыхра, 2-3 зонтик укроп, 5-6 шт. хура хурлăхан, чие çулçи. Тутă кӗртме хӗрен çулçипе пăрçа пек пăрăç.

Хăяра çумалла та пуçӗсене касмалла. Банка е эмаль савăт тӗпне вӗтетнӗ ыхрапа çулçăсен пӗр пайне сармалла. Унтан хăяр тултармалла, çиеле юлнă специсене ямалла. Шыв вӗреме кӗрсен тăвара ирӗлтермелле те хăяр çине ярса капрон хупăпа хупмалла. Каçхине тăварласан хăяр ирхине çиме хатӗр. 

Тăвар касман хăяр (пылпа)

Кирлӗ: 500 г хăяр, 1-ер апат кашăкӗ пылпа тăвар, пӗр çупкăм ешӗл укроп, 2 шăл ыхра, 1 чей кашăкӗ пӗрчӗллӗ горчица, 100 мл шыв.

Хăяра çумалла, пуçӗсене касмалла. Тин кăна татманни пулсан малтан пӗр сехет сивӗ шывра тытмалла. Маринад: пысăках мар савăтра пылпа тăвара шывра ирӗличчен пăтратмалла, ун çине пӗрчӗллӗ горчица ямалла. 

Хăяра тарăн савăта е полиэтилен хутаçа хумалла, вӗтетнӗ ыхрапа укроп ямалла та лайăх пăтратмалла, ун çине маринад ярса тата пăтратмалла. 2-3 сехетрен хăяр хатӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты кухня