Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«АТАЛАНПА» пӗрле аталан!

Декабрӗн 21-24-мӗшӗсенче ТР ЧНКА шкул ачисен хушшинче «Аталан» наци вӗрентӳ форумне ирттерет. Унта хутшăнас текенсем декабрӗн 19-мӗшӗччен chnka-rt@mail.ru электронлă адрес çине заявка тата «Манăн проект - манăн халăха!» темăпа мультимедилле проект ярса памалла. Конкурса декабрӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Çӗнтерӳçӗсен ячӗсене www.addnt.ru сайтра тата «Сувар» хаçатра пӗлтерӗç. Уйăрнă квотăпа килӗшӳллӗн, вӗренекенсене тата...

Декабрӗн 21-24-мӗшӗсенче ТР ЧНКА шкул ачисен хушшинче «Аталан» наци вӗрентӳ форумне ирттерет.
Унта хутшăнас текенсем декабрӗн 19-мӗшӗччен chnka-rt@mail.ru электронлă адрес çине заявка тата «Манăн проект - манăн халăха!» темăпа мультимедилле проект ярса памалла.
Конкурса декабрӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Çӗнтерӳçӗсен ячӗсене www.addnt.ru сайтра тата «Сувар» хаçатра пӗлтерӗç.
Уйăрнă квотăпа килӗшӳллӗн, вӗренекенсене тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенсене форума хутшăнтарма ыйтатпăр. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви форумăн Положенине тата çырусене кашни муниципаллă района янă.
Тӗплӗнрех: 8(908) 343-00-01 телефонпа е chnka-rt@mail.ru электроннăй адреспа ыйтса пӗлмелле.
Адрес: ТР, Хусан хули, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт, 31-мӗш офис.
«Аталан» форум декабрӗн 21-мӗшӗнче - Теччӗ, 22-мӗшӗнче Нурлат хулисенче пулать. (Сăнӳкерчӗк Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев