Хусан мэрийӗ хулари парковкăсем килес çул хăш кунсенче тӳлевсӗр пулнине палăртнă.
Хусан мэрийӗ 2019 çулта хăш кунсенче парковкăсем тӳлевсӗр пулнине палăртнă. Иформацие ноябрӗн 22-мӗшӗнче Хусанăн право акчӗсемпе документсен пухăвӗнче вырнаçтарнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Çапла вара уявпа çыхăннă çак кану кунӗсенче автомобилистсем хăйсен машинисене парковкăсене тӳлевсӗрех лартма пултараççӗ: январӗн 1-8, февралӗн 23, мартăн 8-9, майăн 1-4 тата 9-11, июнӗн 12, августăн 30, ноябрӗн 4,6-мӗшӗсенче тата Ураза-байрампа Курбан-байрамра (вӗсем хăш кун пулассине ТР Президенчӗн Указӗпе палăртаççӗ).
Ноябрь пуçламăшӗ тӗлне Хусанта 2200 единица муниципаллă парковка вырăнӗ. Парковкăна машинăна лартнăшăн сехетне (хăш вырăнтине кура) 30-100 тенкӗ. (сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран).
Нет комментариев