Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АЧА-ПĂЧА КӖНЕКИН ЭРНЕЛӖХӖ

Çурхи каникул усăллă иртет, ачасем библиотекăна çӳреççӗ

Çуркуннехи каникул пуçлансанах библиотекăсенче ача-пăча кӗнекин эрнелӗхӗ иртет. Ăна кăçал Корней Иванович Чуковский çуралнăранпа  140 çул çитнине халалланă.

 

Ача-пăча кӗнекин эрнелӗхне Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗн вӗренекенӗсемпе уçрăмăр. К.И.Чуковский кӗнекисемпе паллаштартăмăр. «Доктор Айболит», «Мойдодыр», «Федорино горе» юмах сыпăкӗсене вуларӗç.

Писателӗн пурнаçӗ çинчен видео пăхрӗç, электронлă хăтлавра вăл çырнă  произведенисемпе паллашрӗç. Айпипи тухтăр ачасене ăс витаминӗ  парса тухрӗ. 

Иккӗмӗш кунӗнче Çӗнӗ Упи ача садне çӳрекен шăпăрлансемпе хамăр ентешӗн Валентина Тараватăн «Чăн-чăн туслăх» кӗнекипе паллашрăмăр, ачасем пӳрнескеллӗ пуканесемпе вылярӗç. Биб­лиотекарь халапсем каласа пачӗ, кӗнеке куравӗ те ятарласах хатӗрленӗ. 

Кашни кунах ачасем вулама кӗнекесем илсе кайрӗç. Вӗрентекенсене те ачасенче кӗнеке вулас туртăма вăйлатас тесе тăрăшнăшăн тав сăмахӗ калас килет. Кӗнеке – пӗлӳ çăлкуçӗ. Вуласан çыннăн тавракурăмӗ аталанать. Библиотека яланах вулакансене хавас. Çӗнӗ кӗнекесем килсех тăраççӗ.

Ирина ПАВЛОВА,

Упи ялӗн библиотекарӗ. 

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев