Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АТĂЛ ПИРӖНШӖН ЮХАНШЫВ КĂНА МАР

Иртнӗ канмалли кунсенче Свияжск утрав-хулара «Халăх кимми» фестиваль иртрӗ

Атăл пирӗншӗн юханшыв кăна мар – пурнăç йӗрки. Шăпах çавăнпа Свияжск утрав-хула Атăл хӗрринче пурăнакансен йăлисене, вăййисемпе апат-çимӗçне, ал ӗçне сыхласа çамрăк ăрăва парса хăварас шутпа августăн 5-6-мӗшӗсенче «Халăх кимми» фестиваль ирттерчӗ.

 

 Шучӗпе вăл виççӗмӗш. Икӗ куна тăсăлакан фестивальте 2021 çулта 17 пин çын пулса курнă. Кăçал та хăнасем виçӗмçулхинчен кая мар пулчӗç. Сумӗ çулсерен ӳссе пынăран, тен, малашне кăмăл пур кашни çынах лекеймӗ те унта. Утрав-хула кунран ытларах çынна шăнăçтараймасран шикленеççӗ. 

Тӗрӗссипе, фестиваль августăн 5-6-мӗшӗсенче мар, кăшт маларах пуçланчӗ. 3-4-мӗшӗсенче «Çырма пурнăçӗ» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Атăлçи тăрăхӗнчи кимӗ тăвакансем, экологсем, вырăс кухнин ăстисем, фольк­лористсем тӗрлӗ темăна сӳтсе яврӗç.

Фестивалӗн программи кăçал та анлăччӗ, вăл икӗ пайран тăчӗ. Пӗри утрав-хула территорийӗнче иртрӗ пулсан, тепри – шывра. Фестивале августăн 5-мӗшӗнче 12 сехетре Атăлçи тăрăхӗнчи кимӗ ăстисем ăсталанă паруслă кимӗсен парачӗ уçрӗ. Киммисене трейлерсемпе илсе килекенсем те, юханшыв тăрăх ишсе килекенсем те пулчӗç. Марий Элри Козьмодемьянск хулинчи «Юнг» команда, тӗслӗхрен, хăй ăсталанă 11 метр вăрăмăш «Ушкуй» кимӗпе авăсса ишсе килнӗ. Сăмах май, фестивальте кимӗсемпе ярăнма май пулчӗ, кун валли кимӗсен капитанӗсем патне кăна пымаллаччӗ. Çаплах сап-бордсен прокачӗ те ӗçлерӗ. Фестивале курма кăна мар, хутшăнма та пулчӗ. Кимӗпе авăсса ишессипе командăсен хушшинче ăмăрту иртрӗ. Командăсене вара çыр хӗрринчех пухрӗç. Кунсăр пуçне бурлаксем пек кимӗсене вӗренпе туртассипе те вăй виçекенсем пулчӗç.

Тип çӗр çинче иртекен пайӗ те интереслӗ пулчӗ. Концерт тата театр коллективӗсем валли кăçал ятарласа Атăл çинче XIX ӗмӗрте çӳренӗ карап евӗр 9 метрлă сцена туса хунă. Концерт программине йăлтах Атăла халалланă. Пултарулăх ушкăнӗсем Самара, Ульяновск, Киров облаçӗсенчен килсе çитнӗ. Концерт программине тӗрлӗ жанрлă юрă-кӗвӗ кӗнӗ, çав шутра классика та. Куракансене вырăс фолкӗн паллă ăсти Сергей Старостин, Александр Маточкин этно-юрăç, «Медвежий угол», «Митьки» ушкăнсем тата романс ăста шăрантаракан Юлия Зиганшина хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Çаплах театр юратакансем валли  спектакль те пулчӗ.

Фестивалӗн «тутлă пайӗ» те халăха килӗшрӗ. Çав кун унта Атăл тăрăхӗн кухни хуçаланчӗ. 721 № дебаркардер çинче вырăс кухнин эксперчӗ, паллă повар, «Спас» телеканалăн ертӳçи Максим Сырников маст­ер-класс-дегустаци ирттерчӗ. Вăл пулăран апат хатӗрлеме вӗрентрӗ. Фуд-кордра вара Санкт-Петербургран ятарласа чӗннӗ шеф-повар, «Битва шефов» телекăларăм çӗнтерӳçи хăйӗн апачӗпе сăйларӗ.

Фестивальте кимӗ тăвассинчен пуçласа апат пӗçересси таран пурӗ 25 мастер-класс ирттерчӗç. Ал ăстисемпе ремесла ярмаркки пӗчӗк марччӗ. Унта тӗрлӗ регионтан пурӗ 40 ăста хăйӗн продукцине сутма килме кăмăл тунă. Мероприятире никама та кичем пулмарӗ. 

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗксем 

«Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев