Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çармăс шкулӗнче вӗренекенсем «Зарница» вăййа хутшăнчӗç

Патриотизм уйăхлăхӗ пынă вăхăтра Теччӗ районӗнчи Çармăс вăтам шкулӗнче «Зарница» çарпа спорт вăййи иртрӗ. Ку вăйă мӗнлерех иртнине хальхи ачасем кăна мар, аслисем те аван пӗлеççӗ. Мӗншӗн тесен унта хамăр та шкулта вӗреннӗ чух кашни çулах хутшăннă.

«Зарница» ачасене хаваслă кăмăл-туйăм парнеленисӗр пуçне тата пуçламăш çар хатӗрленӗвӗн хăнăхăвӗсене илме те пулăшать. Çарпа патриотизм тата спорт ӗçне çӗнетме те хавхалантарать. 

Вăйăра арçын ачасемпе хӗрачасем хăйсене кăтартма пултараççӗ, коллективпа ӗçлеме, экстремаллă лару-тăрура хăвăрт кирлӗ йышăну тума, инкек тӳснисене пирвайхи медицина пулăшăвӗ пама хăнăхаççӗ. 

Вăйă хыççăн унта хутшăнакансемпе йӗркелӳçӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă палăк патне кăшăл хучӗç.

Лидия КАРАЕВА.

Çармăс ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев