Çӗнӗ çултан ял пенсионерӗсен пенсийӗ 1332,9 тенке ӳсет
Хушма тӳлеве илес тесен пенсионерăн хăй ӗмӗрӗпех ялта пурăннине тата ял хуçалăхӗнче 30 çултан кая мар ӗçленине çирӗплетмелле.
2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ял хуçалăхӗнче 30 çултан кая мар ӗçленӗ пенсионерсен пенсин çирӗплетнӗ пайне 25 процента ӳстереççӗ, урăхла каласан пенси çумне 1332,9 тенкӗ хушса тӳлеме тытăнаççӗ. Ял хуçалăх ӗçченӗсене пулăшасси пирки ыйтăва темиçе çула каяллах çӗршыв шайӗнче çӗкленӗ, анчах та кăçалччен татса паман. РФ Президенчӗ Владимир Путин ку ыйтăва кăçал август уйăхӗнче çӗнӗрен çӗкленӗ-мӗн.
Анчах та палăртса хăвармалла, хушма тӳлеве ялти мӗнпур пенсионера памаççӗ. Урăхла каласан, ӗçлекен пенсионерсем, хулара ӗçлесе пенсие тухсан яла куçса килнисем е ялтан хулана пурăнма кайнисем, шкулта, ял канашӗнче, медицина пункчӗсенче ӗçленисем ку укçана илеймеççӗ. Çапла вара хушма тӳлеве ял хуçалăхӗнче 30 çултан кая мар ӗçленӗ, ӗмӗрӗпех ялта пурăнакан, хальхи вăхăтра ниçта та ӗçлемен пенсионерсем кăна тивӗçеççӗ.
Тата çакна та каласа хăвармалла, çак категорие кӗрекен пенсионерсем хушма тӳлеве 2024 çулччен кăна илейӗç. Шăпах çав çулччен кăна пăхăннă пулăшу. Аса илтеретпӗр, пӗтӗмӗшле пенси мар, унăн çирӗпленнӗ пайӗ (фиксированная часть), вăл 4982,9 тенкӗ, кăна 25 процента ӳсет, урăхла каласан, 1245,7 тенке, индексаципе пӗрле 1332,9 тенкӗ пулать.
Хушма тӳлеве илес тесен пенсионерăн хăй ӗмӗрӗпех ялта пурăннине тата ял хуçалăхӗнче 30 çултан кая мар ӗçленине документсемпе çирӗплетмелле. Анчах та стажпа йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççӗ. Мӗншӗн тесен СССР арканнă вăхăтра колхозсемпе совхозсем салансан пӗчӗк фирмăсем уçăлнă. Вӗсем вара хăйсем патӗнче ӗçлекенсен ӗç кӗнекисем çине нимӗн те çырман, вӗсемшӗн страховой взноссем те тӳлемен. Çавăнпа çак тапхăрта ӗçленине стажа кӗртме йывăртарах пулать. Енчен те хуçалăх саланнă, ӗç кӗнеки çинче вара ӗçлени çинчен çырни, страховой взноссем тӳлени çук пулсан та, шанăç пур. Ӗç стажне свидетельсен кăтартăвӗсем çине таянса суд урлă çирӗплетме пулать. Çавăнпа та специалистсем çак хушма тӳлеве илме тивӗçлӗ пенсионерсене документсене халех пуçтармаллине аса илтереççӗ. Енчен те пенсие тухнă чухнех ӗç стажӗ 30 çултан иртнӗ пулсан, кун пек çынсен нимӗнле документ та пуçтармалла мар, вӗсене каплах хушса тӳлеççӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев