Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЕТКЕР ЫЙТĂВӖ КĂСĂК

Тепӗр чух еткерçӗ пулма пит кăткăс

 

 

Çын ӗмӗрӗ кӗске, атте-аннесене ялан çамрăк, сывă курас тесен те ватăлаççӗ, ӗмӗрлӗхех сывуллашаççӗ пирӗнпе. Юлнă ачисен шăкăл-шăкăл калаçса туслăн пурăнмалла пек ӗнтӗ пӗр-пӗрипе. Анчах пур чух та апла пулаймасть. Тăлăха юлнă, çитӗнсе çитнӗ ачисем еткер пайлама пуçлаççӗ: пӗри тăван кил-çурта тытса тăма укçа хывнă, тепри чирлекен ашшӗ-амăшне хăй шутӗнчен сипленӗ, ватлăхра пăхса тăнă, виççӗмӗшӗ кӗçӗнни – тӗпкӗч... Судсăр та вӗçӗ-хӗрне тухса пӗтеймӗн. Еткере пула пӗртăвансем хирӗçсе ан кайччăр тесен мӗн тумалла? Шел те, завещани çырса хăварни пур чух та лару-тăрăва çăлса хăвараймасть. Юристсен сăмахӗпе, кун пек чух ашшӗ-амăшӗпе ачисен еткер договорне тумалла. Унта кама мӗн тивессине те, еткер илес çыннăн мӗнле условисене пурнăçлассине палăртмалла. Тӗслӗхрен, ватăлнă ашшӗ-амăшне çӗре кӗриччен тивӗçлӗн пăхса пурăнасси е ватлăхра пурăнмалăх уйăхсерен укçа-тенкӗпе тивӗçтермелле – суммине палăртса хăвараççӗ, е тата ашшӗ-амăшне сывлăх сыхлав учрежденийӗсене, ытти кирлӗ çӗре илсе çӳресси... Еткер контрактӗнче йăлт кăтартса хăвараççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: наследство