Йывăç та ватăлать
Йывăçăн та хăйӗн вăхăчӗ пур. Вăл та çын пекех ватăлать, чирлет. Пысăк ӳссе кайнă ӗмӗрхи йывăçсем сывлăша тин кăна ӳсекеннисем чухлех тасатаймаççӗ иккен. Вӗсене касса çӗнетмелле. Шел те, кун пек ирӗк вăрман участокне арендăна илекенсен кăна пур иккен, патшалăх вăрман хуçалăхӗсен вара çук.
Сăмах май, сывлăша эпир шутланă пек лăсăллă йывăçсем мар, çемçе çулçăллисем (ăвăс, çирӗк, çăка, тирек) тасатаççӗ иккен. Тутартсанра лăсăллă вăрмансем пурӗ те 22 процент кăна. ТР Вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра сутăнман йывăçсем нумай. Çуллен 1 миллион кубла метр чухлӗ вăрман касăнмасăр юлать пирӗн, сăлтавӗ – «РФ Вăрман кодексӗ» хушмасть. Тутарстан пуçарнипе вăрман кодексне улшăнусем кӗртессе питӗ кӗтеççӗ вăрманçăсем, мӗншӗн тесен кун пек йывăçсене вăхăтра касса вӗсен вырăнне çӗннисене лартмалла. «Вăрмансем сывă пулмалла. Йывăç вӗт çын пекех, ватăлать, чирлет»,– терӗ Равиль Кузюров кун пирки.
Саба районӗнчи селекципе вăрлăх центрне çӗнетнӗ хыççăн хупă тымар системиллӗ юман (черешатый) хунавӗсене ӳстерме тытăнассине пӗлтерчӗ министр.. Республикăри вăрман фончӗн 14 процентне йышăнать иккен ку йывăç. Кунсăр пуçне вăрмансене çӗнетме хупă тымар системиллӗ хырсемпе чăрăшсем те ӳстереççӗ. Кун пек мелпе ӳстернӗ хунавсен 95 проценчӗ лартнă хыççăн чиперех тымар яраççӗ. Хунавсене ытти регионсене те сутаççӗ. (Автор сăнӳкерӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев