Кайăк хурсемпе шăнкăрчсем кăнтăра вӗçсе кайман-тăк – кӗркунне вăраха тăсăлать, ăшă пулать
Авăн уйăхӗн 29-мӗшӗ – Ефимия. Ăшă та типӗ пулсан хӗл кая юлса ларать, пит сивӗ пулмасть. Пысăк улшăнусем – çӗнӗ çӗре пурăнма куçни, урăх ӗçе вырнаçни – тумалла мар çак кун, ăнмӗ.
• Авăн уйăхӗн 30-мӗшӗ – Вера, Надежда, Любовь тата София. Тăрнасем кăнтăралла вӗçеççӗ-тӗк – Пукравра юр çăвать. Çӗнӗ ӗç пуçлама, çула тухма сӗнмеççӗ. Пӗлӗтлӗ çанталăк тăрать – эппин эрнипех типӗ те уяр пулӗ.
• Юпа уйăхӗн 1-мӗшӗ – Арина. Çумăр çусан кӗркунне тăршшӗпех йӗпе-сапа пулать, хӗл кая юлса ларать. Çак кун çил çурçӗртен вӗрни хӗл хаяр пуласса систерекен паллă. Пӗрремӗш хут юр çусан хӗл 40 кунран ларать.
• Юпа уйăхӗн 2-мӗшӗ – Трофим тата Зосима. Йывăçсем çинчен çулçăсем вăйлă тăкăнаççӗ-тӗк, вӗллесене утара пуçтарса лартма вăхăт. Çил кăнтăртан вӗрсен – кӗрхи тырăсем ăнса пуласса.
• Юпа уйăхӗн 3-мӗшӗ – Астафий. Çак кун çиле сăнамалла: çурçӗртен вӗрсен – кӗçех сивӗтет; кăнтăртан – умра ăшă кунсем пайтах-ха; анăçран е тухăçран – çумăрлă çанталăка.
• Юпа уйăхӗн 4-мӗшӗ – Кондрат тата Матвей. Енчен те çанталăк çак кун ăшă та хӗвеллӗ, анчах та çил çурçӗртен вӗрет – хӗлле сивӗ пулать. Ку кун çанталăк мӗнле – 4 эрне çапла пулать.
• Юпа уйăхӗн 5-мӗшӗ – Фока тата Ион. Хурăн çулçи тăкăнса пӗтмен-тӗк – хӗл кая юлса ларать. Хырпа чăрăш çинче йӗкел сахал – хӗлле ăшă пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев