Кăштах кулăш
Яка Кулине упăшкине: – Чунăм, духовкăра чăх, пăхкала-ха, эп кӳршӗ патне каçса килем, – тет. Çур сехетрен таврăнать те упăшкинчен ыйтать: – Чăх мӗнле унта? – Ниçта та тухмарӗ.
Чăнкă Мирун арăмне:
– Астăватăн-и, паян ирхине эпӗ: «Ура-а-а! Тинех тупрăм çухалнă уççа!» – тесе савăнса кăшкăрнине?
– Астумасăр ара.
– Унтан эп ăна ăçта хунине астумастăн-и?
* * *
Вӗçкӗн Ваççа ӗçе вырнаçма кайнă тет.
– Эсир мӗн ятлă? – ыйтаççӗ унран.
– Василий.
– Ачăрсем пур-и?
– Пур: Василий ывăл тата Василиса хӗр.
– Килте кушак-йытă усратăр-и?
– Паллах, Васька кушак аçи пур пирӗн.
– Шел пулин те, эпир сире креативлă менеджер должноçӗнче ӗçлеме илейместпӗр...
* * *
Футболистăн арăмӗ ача çуратнă тет. Çамрăк ашшӗ ача çуратмалли çурт патне килет те арăмне шăхăрать. Леш чӳречерен пуçне кăларса пăхать.
– Çуратрăн-и? – тӗпчет çамрăк атте.
– Çуратрăм.
– Ывăл-и?
– Çук.
– Кам вара?
* * *
– Куçна кам çапса кăвакартрӗ? – ыйтаççӗ Вӗçкӗн Ваççаран.
– Арăм.
– Ара, арăму ялта-çке санăн...
– Хам та çапла шутланăччӗ çав...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев