Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Пӗчӗк Петюк амăшӗнчен ыйтать: – Анне, пире Турă тăрантарать теççӗ, чăнах та çапла-и? – Çапла. – Ачасене аист илсе килет тени те тӗрӗс-и? – Тӗрӗс. – Парнесене Хӗл Мучи кӳрсе парать-и? – Çапла. – Вара аттене мӗн тесе тытса тăратпăр эпир?..

*  *  *

Ача садӗнче Çӗнӗ çул утренникӗ иртсен ашшӗ ывăлне:

– Ывăлăм, эпӗ сана акă мӗн каласшăн: эсӗ халь пысăк ӗнтӗ, ăнланма тивӗç – нимӗнле Хӗл Мучи те çук, вăл – эпӗ...

– Пӗлеп, пӗлеп, аист та эсӗ... 

*  *  *

– Итлӗр-ха, ырă çыннăм, – тет Çӗнӗ çул чăрăшӗ сутакан Чăнкă Мируна. – Паçăртанпа ёлкăна хыпашлатăр, туянатăр е çук? Мӗнлереххи кирлӗ сире? 

– Ак кун пеккиех, анчах та çемçерех йӗплисем çук-и?

– Эсир ачăрсем тирӗнсе суранланасран хăратăр-и?

– Ачасем ӳснӗ-ха манăн. Кушакка юрасшăн тăрăшап.

«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кулăш