Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрарăмсем валли çӗнӗ приют уçăлнă

Центр вӗсене патшлăх пулăшăвӗсемпе пособисем илмелли хутсем пуçтарма пулăшать.

Тутарстанри ыркăмăллăхçăсем пулăшнипе «Умиление» Çемье, аннелӗхпе ачалăх хӳтлӗхӗн центрӗ пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ хӗрарăмсем валли Хусанта (Вознесенское поселокӗ) çӗнӗ приют уçнине хыпарлать хула мэрийӗн пресс-служби. 1000 тăваткал метрлă çӗнӗ çуртра хальхи вăхăтра  600-шӗ пурăнма хатӗр. Унта  4 çемье хӳтлӗх тупнă (пӗтӗмпе 15 çемье вырнаçма пултарать). Центр ӗçченӗсемпе пӗрле вӗсем пахча çимӗç лартнă, чечек акнă. «Умиление» проектăн ертӳçи Элина Галиуллина пӗлтернӗ тăрăх, приютра хальлӗхе сӗтел-пукан, вырăн япалисемпе гигиена хатӗрӗсем çитеймеççӗ. Вознесенское поселокра «Колыбель» социаллă приют та пур. Унта  пурнăç  йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ йывăрлă е кăкăр ачиллӗ хӗрарăмсем пурăнаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество